Новости по теме

16 Кăрлач, 2015

"Хыпар", 4-5 /26660-26661/ №. 16.01.2015

Аталану шайĕ кăçал та чакмĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер Шупашкарта «Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ, çивĕч тĕп ыйтусем, тĕллевсемпе аталану çул-йĕрĕ» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртрĕ.

Спортра та, ĕçре те - пĕрремĕш. Чăвашпотребсоюз РФ Спорт министерстви предприятисемпе организацисенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.

Коньки çине тăрасчĕ хăвăртрах. Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕкленсе ларнă Пăр кермен - паянхи кун строительство пыракан чи пысăк объектсенчен пĕри. Анчах мĕншĕн халĕ те хута ямаççĕ ăна?

Чăваш пичечĕн Ренессансĕ таврăнĕ-и? Паян пирĕн хăна - пичет ветеранĕ, сумлă ĕçтешĕмĕр Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, парти ĕçченĕ Демьян Филиппович Семенов, Чăваш пичечĕн уявĕ умĕн унпа тĕл пулса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Пуçа килсен пушмак... Раççей Правительствин членĕ Шупашкара килсе кайнине пĕлмесĕрех юлаттăмăр. Вăл вара «Çăкăр» акционер обществинче темĕнле канашлу пухнă иккен, хыпарлать Интернет.

Александр БЛИНОВ: Чĕлхе вăл - пуянлăх.

- Мĕн пулăшрĕ вара "чăваша таврăнма"?
- Эсперанто.
- Эсперанто???

 

 

16 Кăрлач, 2015

«Хресчен сасси» 2 /2515/ №, 16.01.2015

Амăшĕн сĕчĕ çитмесен. Сысна çурисене амăшĕн сĕчĕ çитнипе çитменнине мĕнле пĕлмелле? Ĕне сĕтне пама юрать-и вĕсене?

Кролик тытсан. Кролик тытатăп. Çемьене аш-какайпа тивĕçтернисĕр пуçне пахчана навуспа тивĕçтерме те май парать вăл.

Пухăнса пыни - тăванĕсене. Пенсин пухăнса пыракан пайне иличчен çын вилсен çав укçана чи çывăх тăванĕ /правопреемник/ илме пултарать.

Пенсие - çĕнĕлле. Çĕнĕ çултан пенсие çĕнĕлле шутлас йĕрке пурнăçа кĕчĕ.

Чăваш кăларăмĕсене курас килет. Хальхи вăхăтра нумай канал пăхассишĕн «турилккесем» лартса тултартăмăр та Чăваш каналĕ кăтартмасть. Мĕншĕн кăтартмасть тата хăçан кăтартма пуçлĕ?

16 Кăрлач, 2015

Стипенди - çамрăксем валли

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсен представителĕсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче курăмлă кăтартусем тунă пин яшпа хĕр 2015 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен çуллен 22 млн тенке яхăн уйăраççĕ.

16 Кăрлач, 2015

Павел Астахов тав тăвать

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Ача прависен уполномоченнăйĕ П.Астахов Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри «Çĕнраççей елкине» ыркăмăллăх акцине хастар хутшăннăшăн, Донецк тата Луганск Халăх Республикисенчи ачасемпе çул çитмен ачасемлĕ çемьесене Çĕнĕ çул гуманитари пулăшăвĕ кÿнĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхне М.Игнатьева чĕререн тав тунă.

16 Кăрлач, 2015

УЭКпа пурне те тивĕçтерессине икĕ çула куçарнă

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен универсал электрон карттăна /УЭК/ граждансем çырнă заявленисене тĕпе хурса çеç парĕç. Çакăн пирки калакан улшăнусене федерацин «Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене парассине йĕркелесси çинчен» саккунне 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Асăннă саккунра маларах çапла палăртнă: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен карттăна пĕтĕм граждана - УЭК пама ыйтса заявлени çырнисене те, çырманнисене те - памалла. Халĕ вара УЭКа обязательнăй майпа пама тытăнассине тата тепĕр икĕ çула - 2017 çул пуçламăшне - куçарнă.

16 Кăрлач, 2015

24 пин паттăра - медаль

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине республикăра чыслăн палăртнă тапхăрта Чăваш Енри 24 пин ытла паттăр çак ятпа ятарласа кăларнă чыслав медальне кăкăр çине çакĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 13-мĕшĕнче юбилей наградине илме тивĕçлисен списокне çирĕплетнĕ. Йышра - вăрçă инваличĕсемпе фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем, концлагерьсенче асапланнă ачасем тата ыттисем. Паянхи кун пирĕн республикăра çак категорисене кĕрекен 24 пин ытла çын пурăнать.

16 Кăрлач, 2015

Триатлонçăсем сивĕрен хăрамаççĕ

Пирĕн спортсменсем нимĕнле йывăрлăхран та хăраманнине тахçанах ĕнентернĕ. Вĕсене пите чĕпĕтекен хĕллехи çанталăк та, урлă-пирлĕ çавăрттаракан çил-тăман та, сивĕ шывра ишесси те шиклентермест.

Pages