Новости по теме
Çĕнĕ хайлавсемпе савăнтарасса кĕтетпĕр
Пĕр кĕнекере çичĕ халăх пуянлăхĕ
Республикăра литература çулталăкĕ уçăлнă кун Валери Туркай çыравçă вулакансем валли парне хатĕрлерĕ - Атăлпа Урал тăрăхĕнче пурăнакан тутар, пушкăрт, мари, мордва, удмурт, коми, чăваш поэзийĕнчен çичшер сăвăç суйласа илсе куçарчĕ. «Çиччĕрен çиччĕ» ятпа хăйне евĕрлĕ антологи кăларчĕ. Паян наци библиотекинче çĕнĕ чун çимĕçне пахаларĕç. Валери Туркай пултарулăхне юратакансем, ăна хисеплекенсем паян Комипе Тутарстан республикинчен те килсе çитнĕ.
«Чăваш хĕрарăмĕ» № 2 /872/ 24.01.2015
Инкеке сирекенсем уява пухăнчĕç.
Йытă та çимен апата туянса тăкакланиччен...
ЧР Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яватпăр.
Организма, юн тымарĕсене тасатма, ĕмĕре тăсма пулăшакан çимĕçсем.
Пĕччен хĕрарăма шăши те кÿрентересшĕн.
Аттесĕр ÿснине кура “Тупăлча” тесе кÿрентеретчĕç...
Çемьери хутшăнусене идеал шайне çитерме пулать-и?
Пакунлисем уява пухăнчĕç
Раççейре прокуратура тытăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 293 çул çитрĕ.
Уява пухăннисене ЧР прокурорĕ Владимир Метелин саламларĕ. Ĕçтешĕсене малашне те курăмлă та пархатарлă, тĕллевлĕ, хастар тăрăшма сунчĕ. Прокуратура ĕçченĕсем тăрăшни, пăлахая пеменни вара цифрăсенче те палăрать. Вĕсем тĕрлĕ тĕрĕслев ирттернĕ хыççăнн 2014 çулта федераци саккунĕсене пăснă 40 пин ытла тĕслĕхе палăртнă. Çурри - 20 пинĕшĕ - çын прависене пăснипе çыхăннă. Вĕсене сирес тĕлĕшпе судсене 10 пин ытла тавăç тăратнă, саккунсăр 1784 право актне протестленĕ, 4136 представлени çырнă. 1311 должноçри çынпа юридици сăпатне административлă майпа айăпланă, 39 уголовлă ĕç пуçарнă...
Ан кÿрентер тăлăха
Элĕк район прокурорĕ Ехремкасси ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Красноармейски район судне ярса панă. Яваплă тивĕçе пурнăçлама шаннăскере тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен çурт-йĕр прависене пăснă, должноçĕпе хăйĕн тĕллевĕпе усă курнă тесе айăпланă.
Следстви материалĕсем тăрăх, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачана туса пĕтермен пурăнма юрăхсăр çурт уйăрса панă. Çакна тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн Элĕк район прокуратури асăрханă.
Э.ТЕКЛЕВ.
Раççее ĕненмеллех
Сергей Лукьяненко писатель тĕрĕслĕхе ултавран уйăрма вĕренесси çинчен
«Хальхи вăхăтра чăн-чăн уçă вăрçă пырать, çарсемпе кăна усă курмаççĕ. Экономика тĕлĕшпе Раççее тахçан Совет Союзне пусмăрланă пекех хĕн кăтартаççĕ», - çирĕплетет Сергей Лукьяненко писатель.
Логика ăçта?
Михаил ИГНАТЬЕВ: «Пĕрле эпир нумай çитĕнÿ тăваятпăр!»
Симакова пурри - чăвашсемшĕн пысăк телей
Чăннипех çапла калама сăлтав пур. Раççей халăх мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художници Мария Симакова - чăваш тĕррине хальхи вăхăтра аталантараканĕ, ĕмĕрсенчен килекен пуянлăха çитес ăрусем валли парса хăвараканĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнăскер кашни çĕвве ăнланать, «вулама» пултарать.
Ĕçчен çемье ĕмĕчĕсене путлантарнă пушар
Çунса кăмрăкланнă, тăрри йăтăнса аннă пысăках мар çурт: пĕр пайĕ йывăçран, тепри - кирпĕчрен. Пураласа туни ытларах сиенленнĕ. Йĕри-тавра - çунса пĕтеймен япаласем, кил-тĕрĕшре усă курнăскерсем... Чуна ыраттаракан çак ÿкерчĕк кунта пысăк инкек пулнине систерет.