Мария Симакова

20 Кăрлач, 2015

Симакова пурри - чăвашсемшĕн пысăк телей

Чăннипех çапла калама сăлтав пур. Раççей халăх мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ художници Мария Симакова - чăваш тĕррине хальхи вăхăтра аталантараканĕ, ĕмĕрсенчен килекен пуянлăха çитес ăрусем валли парса хăвараканĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне унпа çыхăнтарнăскер кашни çĕвве ăнланать, «вулама» пултарать.