Новости по теме

20 Кăрлач, 2015

Шупашкар чемпионата хатĕрленет

Правительство çуртĕнче Шупашкарта июнĕн 20-мĕшĕнче старт илекен командăсен Европа чемпионатне хатĕрленес енĕпе канашлу иртнĕ.

Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынă. Канашлăва Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн тĕп секретарĕ Михаил Бутов, федерацин ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Порхомовский тата республикăри йĕркелÿ комитечĕн членĕсем хутшăннă.

19 Кăрлач, 2015

Диспансерта - Уçă алăксен кунĕ

Февраль уйăхĕн 4-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери онкологи чирĕсемпе кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ - усал шыçă тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пулма ыйтасси.

Çакна тĕпе хурса ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва министр çумĕ Наиля Зинетуллина тата республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи, асăннă министерство çумĕнчи пациентсен прависене хÿтĕлекен общество организацийĕсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева хутшăнчĕç.

19 Кăрлач, 2015

Куç шăрçи пек упранă пуянлăх

Эпир ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăратпăр? Хамăрлăхпа. Тĕнчере пирĕн пекки урăх çук. Эпир - пĕрре. Чĕлхепе, сăвă-юрăпа, йăла-йĕркепе, тĕрĕ-çĕвĕпе, алĕç хатĕрĕпе... Çĕршер, пиншер çулхи пирĕн аваллăх упранать вĕсенче. Çаксене çухатсан эпир чăваш пулма пăрахатпăр.

19 Кăрлач, 2015

Çÿллĕрех, хăвăртрах, вăйлăрах!

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн чи маттуррисем тупăшрĕç

Çак кунсенче çăмăл атлетикăна юратакансем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежне пухăнчĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту тата федерацин Атăлçи округĕн чемпионачĕ иртрĕ.

19 Кăрлач, 2015

Хула библиотекисене çĕнетсе улăштараççĕ

Шупашкар вулавăшĕсене кăçал тĕпрен çĕнетесшĕн. Вĕсенче филансерсене хутшăнмалли компьютер лапамĕсем йĕркелеççĕ, вай-фай тата меллĕ сĕтел-пукан, кофе-машинăсем вырнаçтараççĕ.

19 Кăрлач, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 1 /871/ 17.01.2015

Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче. Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси.

19 Кăрлач, 2015

Чи пултаруллисене - преми

Кашни çулах Пичет кунĕ умĕн республикăри чи лайăх журналистсене палăртаççĕ. Нумай пулмасть 2014 çулхи пултарулăх конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕç.

Кăçал "Хыпар" хаçат никĕслевçи Николай Никольский ячĕллĕ премине Чăваш журналистикипе пичет энциклопедине хатĕрленĕ Валерий Комиссарова, Владимир Зырянова тата Надежда Осиповăна пама йышăннă.

ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премине "Хыпар" хаçатăн общество пурнăçĕпе политика пайĕн тишкерÿçи Ирина Клементьева тата Чăваш наци телерадиокомпанийĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова тивĕçнĕ.

Pages