Новости по теме

15 Кăрлач, 2015

Шупашкарта - пăлансем

Çĕнĕ çул ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене Шупашкарти А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи "Ковчег" зоокĕтес ĕçченĕсем парне туса панă - пăлан аçипе амине илсе килнĕ. Хитре чĕрчунсене курма эпир те кайрăмăр.

14 Кăрлач, 2015

Писательсем республика пуçлăхĕпе тĕл пулчĕç

Кăçал Раççейре Культура, Чăваш Енре вара Константин Иванов çулталăкĕ. Мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ, çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенчех Михаил Игнатьев республикăри писательсемпе тĕл пулчĕ.

 

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

14 Кăрлач, 2015

Юр — куçа савăнтарать, анчах ал-урана чăлхантарать

Тавралăха хупланă шурă кавир çула тухакансене пысăк чăрмав кÿрет. Циклон пула çавнашкал лару-тăру сиксе тухрĕ. Юр кĕрчĕсемпе паян республикăра 190 единица ытла коммуналлă ятарлă техника кĕрешет.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

14 Кăрлач, 2015

"Хыпар", 3 /26659/ №. 14.01.2015

Çÿл тÿпери чăн çăлтăр. К.В.Иванов çулталăкĕ те, Литература çулталăкĕ те питĕ кирлĕ.

Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!

Çурçĕрте - Акатуй, Çĕпĕрте - Сурхури... Урал хыçĕнче, Çĕпĕрпе Çурçĕрте, чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ.

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех! Вунă çул каярах, 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче, Министрсен Кабинечĕ халăхăн юратнă журналне "Ялава" хупса хучĕ.

«Эпир каçсанах кĕпер йăтăнса анчĕ...» Вăрçăран тарса килнисене пулăшма майсем çителĕклĕ-и пирĕн?

Искусство валлиех çуралнă. Светлана Гордеева сăввисем мана питĕ килĕшеççĕ...

«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ...» Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Манăн çăлтăр тÿпере" кĕнеке-альбом вара ыттисен йышĕнче хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать тенĕ пулăттăм. Унăн авторĕ - Петĕр Хусанкай. Анчах ку чаплă поэтăмăр хăй мар, кĕнекене унăн мăнукĕ пухса хатĕрленĕ.

Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать

14 Кăрлач, 2015

Çÿл тÿпери чăн çăлтăр

Чăн сăмах. Чат хамăрла сăнарласа хаклани - чăвашшăн тĕлĕнмелле чи сумлă та сăваплă çын вăл хăйĕн ятне пĕр произведенийĕпех ĕмĕрсем валли вилĕмсĕрлетнĕ Константин Иванов. 16-17 çулти каччă çырнă "Нарспи" поэма паянхи кун та чăвашсене çеç мар, тĕнчери вуншар халăха килентерет, тĕлĕнтерет, калаçтарать. Паллах, унăн ытти хайлавĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ, пирĕншĕн хаклă, çапах та тÿпе шайне çĕкленнĕ "Нарспи" - пирĕн сывлăш, чун, чăн юрату. Эпĕ хама çак произведенисĕр питĕ кичем туятăп. Тăван ялти шкул пурнăçне аса илсенех "Нарспи" сыпăкне пăхмасăр вĕреннĕ самант куç умне тухса тăрать.

14 Кăрлач, 2015

Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!

Пахалăха лайăхлатмалла

Ĕне усракансем сĕт хакĕ çулла ÿкнине, хĕлле хăпарнине лайăх пĕлеççĕ. Сĕт çулла нумайрах антарать ĕне, хĕлле сахалрах, анчах ялхуçалăх кунĕсенче кашни килограмран тупăш сахалрах илеççĕ. Сĕт лавккасенче те йÿнелмелле пек. Анчах хака чакармаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче вăл тĕрлĕрен йĕркеленет. Продукци пуçтаракансем инçетри яла 30-50 литр сĕтшĕн автомашина хăваласа услам нумай илеймеççĕ. Куллен 300-500 литр сĕт пуçтаракан ялтан тупăш самаях тăвать. Килти хуçалăхсем те тупăш ытларах илеççĕ.

14 Кăрлач, 2015

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!

Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать! Хаяр та тискер Чалтан вăрçи вăхăтĕнче вăл ирĕксĕртен хупăннă. Вăрçă иртсенех, вăхăчĕ ним чухлĕ те çăмăл пулман чухнех, "Ялав" ятпа малалла тухма пуçланă.

Вунă çул каярах, 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче, Министрсен Кабинечĕ халăхăн юратнă журналне "Ялава" хупса хучĕ. Мĕн нушапа чăмларĕ тăван халăха Чăваш правительстви? Чăваш халăхĕ ячĕпе мăнаçлă Кермен лартма укçа тупас тесе-и? Е чăваш ваттисен пенси укçине ÿстерсе парас тесе? Вăл та, лешĕ те мар. Чăваш халăхне мăшкăллас тесе. Пирĕн намăса ку таранччен никам та шăлса тасатмарĕ...

14 Кăрлач, 2015

«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ...»

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сахал мар çырнă, кĕнекесем те тухнă. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Манăн çăлтăр тÿпере" кĕнефке-альбом вара ыттисен йышĕнче хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать тенĕ пулăттăм. Унăн авторĕ - Петĕр Хусанкай. Анчах ку чаплă поэтăмăр хăй мар, кĕнекене унăн мăнукĕ пухса хатĕрленĕ. Вăл та аслашшĕн ячĕпех çÿрет.

14 Кăрлач, 2015

«Хресчен сасси» 1 /2514/ №, 14.01.2015

Тĕрĕслевре – тĕрĕслĕх. Çĕр çинче тăрăшакансем е хăш-пĕр промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен 26 тĕрлĕ продукци /вĕсен йышне Раççей Ялхуçалăх министерстви палăртнă/ хакне республикăра тĕрĕслесех тăраççĕ.

Йывăр хуйха ĕç çĕклет. Икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти Николай Абрамов «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 765 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Перекетленнĕ те, хутшăннă та. Патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе хресченсем кăçал та усă курма пултараççĕ, вĕсене упраса хăварнă.

Ырра шанар. Йывăр вăхăтра тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, темшĕн-çке шанăç-ĕмĕт пурнăçланасси пирки мар, татăлма пултарасси çинчен ытларах калаçма тăрăшаççĕ.

Çăкăр пулсан... Çĕнĕ çул умĕн Патшалăх Думин аграри комитечĕ ялти пурнăçа аталантармалли çĕнĕ майсене сÿтсе явнă.

Çĕр - пурнăç никĕсĕ. Çын сăмахĕпе мар, ĕçĕпе пултарулăхне кăтартса патăр.

«Сăваплă вутпала пурнаттăм...» Вениамин Пехил /Кондратьев/ сăвăç аллă çула çитеймесĕрех çĕре кĕчĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçалхи январĕн иккĕмĕшĕнче 60 çул тултаратчĕ.

 

Pages