Ырра шанар

14 Кăрлач, 2015

Экономика тĕлĕшĕнчен пурнăç йывăрлансассăн та Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче кун пирки шухăшласа кулянас килмест. Çĕнĕ телей, лайăх пурнăç çинченех ĕмĕтленетĕн.

Йывăр вăхăтра тĕпчевçĕсемпе ăсчахсем, темшĕн-çке шанăç-ĕмĕт пурнăçланасси пирки мар, татăлма пултарасси çинчен ытларах калаçма тăрăшаççĕ.

Тĕнчери агентствăсен октябрь уйăхĕнчи прогнозĕсене тишкерсессĕн декабрь уйăхĕнче валюта тата нефть хакĕсем мĕнле пуласса пĕри те тĕрĕс калайман. Тĕслĕхрен, финанс тĕнчинче палăрса тăракан Bank of Amerika çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕр баррель нефть хакĕ 80 доллартан кăшт кăна иртĕ тенĕ. 45 тенкĕ 1 доллар шайне ларасса пĕлтернĕ. Çак вăхăтра хамăр Раççейри экономика аталанăвĕн министерстви 2015 çул валли тунă прогнозра пĕр доллара 39,6 тенкĕпе танлаштарнă. Министерство хăйĕн прогнозне тăватă хутчен çĕнетнĕ, анчах нихăшĕнче те малашнехи пурнăçра мĕнле пуласса тĕрĕс палăртайман. Вăл тунă кăтартусем чăннинчен юлса пынă. Урăхла каласан, паян валюта тĕнчинче хуçаланакан ĕç-пуçа ниепле те планлаймастăн, маларах палăртса хураймастăн. Раççее хирĕçле санкцисене шута илсен те. Пĕр баррель нефть хакĕ 65 доллартан чаксан Америка та çухату тÿсме пултарать. Сланц газне кăларассипе тата малалла ярассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ проектсене унăн ирĕксĕрех "шăнтса" лартма тивет. 60 доллартан ÿссен вара экономикăн нефтьсĕр пурăнайман тытăмĕсем ĕçлеймĕç.

Çавăнпа нефть хакĕпе вылянă май Раççей тенкине хĕстерсе никам та тупăшлă пулаймĕ. Çав шутра - Сауд Арави çĕршывĕ те. Нефть хакне тытса пыраканĕ - шăпах вăл. Пĕр баррель нефть 50 тенкĕрен те йÿнелчĕ акă... Çитес çуркунне тĕлне вăл хăпармалла теççĕ те. Мĕншĕн шăпах çуркунне тĕлне-и? Ку вăхăтра ака ĕçĕсем пуçланаççĕ, унăн хакĕ хăнăхнă йăлапа ÿсмелле.

Пĕр баррель нефть хакĕ 65 доллар чухне Раççей чиперех пурăнмалла. 2009 çулхи кризисра çав хак 61 доллар пулнă, анчах экономика чăхăмламан.

Доллар, çавăн пекех евро та хальлĕхе пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ, вĕсен витĕмне шута илмесĕр ниепле те май çук. Хамăрăн экономикăна темĕн пек тăрăшсан та кĕсеке вăхăтра тĕпрен улăштарса çĕнетеймĕпĕр. Çĕр айĕнчи пурлăх хакĕсен куçĕнченех пăхма тивет. Бизнеса энергетика тытăмĕнчен тăрук уйăрса пăх-ха! Питех те йывăр. Экономикăн ытти тытăмĕпе танлаштарсан энергетикăра тупăш самай хăвăрт ÿсет. Правительствăна килекен ыйтусен 80 проценчĕ çĕр айĕнчи пурлăха туянма ирĕк ыйтассипе çыхăнни çинчен ытахальтен каламарĕ Раççей Президенчĕ. Нефть кăларнисĕр е металпа сутă тунисĕр пуçне ытти енпе пысăк ĕç пуçлама Раççейре яланхиллех тупăшлă мар.

Кун çумне çĕршывран укçа-тенкĕ çаплипех "тарнине", инвестици хывма илĕртÿллех пулманнине шута илсен федераци бюджечĕ ыран е виçмине хăй хальлĕн çĕр айĕнчи пурлăх хакĕсене пăхмасăр халăха туллин "тăрантарасси" çинчен калаçма иртерех. Пĕр е пилĕк çул хушшинче "пиçсе" тухма пултаракан ĕç мар ку. Çавăнпа чĕлхене тин кăна кĕнĕ "импортозамещение" текен ăнлава е халиччен ют çĕршывран кÿрсе килнĕ тавара хамăр патра хатĕрлеме пуçламалла тенине çĕнĕ куçпа хакламалла. Технологи енчен кăткăс производствăна самантра йĕркелейместĕн.

Ялхуçалăхĕн вара ку тĕлĕшпе ташша яма сăлтав пур. Халăха вăл хамăр патра çитĕнтернĕ çимĕçпе туллин тивĕçтерме пултарать. Ĕç чарăнман, фермерсен вăй-хал пур, хресчене патшалăх программисем аталанма май параççĕ. Раççей Президенчĕ асăннă тăрăх - кăçал ялхуçалăхне тĕрлĕ енлĕн аталантарма 200 миллиард тенке яхăн укçа уйăрнă. Çакă ыррине шанма май парать. Хресченĕн çакăнпа усă курса çаврăнăçуллăрах, тăрăшуллăрах кăна пулмалла. Ара 2-3 çултан пирĕн пурнăçа ытти çĕршывсем - Латинла Америка, Китай, Инди тата Лăпкă океан таврашĕнчисем - хăйсен таварĕпе кĕме тытăнĕç.

Экономикăри йывăр тапхăрта пуякансем те тупăнаççĕ. Вĕсем пĕр кунпа пурăнма хăнăхнă. Тавара сутма халех кăларса хумалла мар, хак ÿсессе кĕтмелле, туянакан кĕсйине ним юлмиччен пушатмалла - çакнашкал шухăшпа аскăнаççĕ. Çĕршывăн ыранхи, тепĕр кунхи, малашнехи пурнăçĕ кулянтармасть кун пек усламçăсене.

Патшалăх потребительсен коопераци тытăмне шанать. Хаксен тупăшăвĕнче унăн çулпуç вырăнĕнче пулмалла, ял çыннине тупăшсăр хăвармалла мар, хаксене "çыртмалла" туса тавар туянаканăн кĕсйине виçесĕр кĕрсе каяс çук.

Çĕнĕ çул каçне хресчен тулăх уяв сĕтелĕ хушшине ларсах ирттерчĕ ахăртнех. Анчах çав сĕтел тепĕр çул мĕнле пуласси çинчен шухăшламасăр тăма та пултараймасть. Кун пирки хальлĕхе ăна никам та, влаçри пĕр çын та, çав шутра экономика министерствинчи те, шантарса хуравлаймĕ.

Сĕтел çине хăнăхнă пек, тен, пулă вăлчи кăларса лартаймĕ. Теприн вăл малтанхи çулсенче те пулман. Вăлчапа сăйланмасăр та чипер пурăнать. Çуккишĕн пит кулянса ларма хăнăхман Раççейре.

Чăваш Енре те çаплах. Çĕнĕ çула ирттерме питех те кирлĕ çимĕç çитмесен е ăна йÿнĕрех хакпа туянас тесе ентешсем уяв ярмăрккисене васкарĕç. Шупашкар хулинче "Николаевский" суту-илÿ комплексĕнче, "Северная", "Шупашкар" лавкка çывăхĕнчи пасарсенче пулчĕç вĕсем. Унта хамăр республикăра туса илнĕ пахча çимĕç, аш-какай, пулă тата темтепĕр туянма май килчĕ. Апла уяв черккисене çĕкленĕ май Çĕнĕ çул каçĕнче эсир пĕр-пĕрне ыррине кăна сунтăр пулĕ?!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.