Йывăр хуйха ĕç çĕклет

14 Кăрлач, 2015

Инкек куçран пăхса килмест

Кил картишĕнчи çунса пĕтеймен мунча кăшкарĕ, çулăмпа хуралнă вите-сарай тÿрех куç умне ÿкрĕç. Кунта нумаях пулмасть хăрушă инкек пулса иртнине каламасăрах ăнлантăмăр. Çаралса юлнă картишĕнче ĕне выльăхсем тăраççĕ.

- Сурăхсене витене хупрăм-ха, уйрăм тытмасан ĕнесем тĕксе пĕтереççĕ, - тесе кĕтсе илчĕ пире выльăхсене апат пама тухнă Николай Абрамов фермер. Унтан эпир тĕлĕнсе сăнанине кура ăнлантарма васкарĕ. - Иртнĕ кĕркунне сурăх вити турăм, çуркунне вара вăл çунса кайрĕ. Çавăн хыççăн ниепле те ураланаймастăп-ха.

Хупма вырăн çуккипе пăранланă 17 сурăха тăванĕ патне куçарнă. Пурĕ вара унăн 54 сурăх. «Хăвăртрах вите тумалла. Ыттисем те пăранлама тытăнсан ăçта усрас?» - пăшăрханса пĕлтерчĕ вăл.

Икĕ çул каялла Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарти Николай Абрамов «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 765 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Унпа выльăх апачĕ хатĕрлеме МТЗ-82 трактор, ытти техника туяннă. Сурăх ĕрчетме çĕнĕ вите туса лартнă. Кĕтĕве ÿстерме вăл çителĕксĕррине аван ăнланнă фермер. Ара бизнес-планпа килĕшÿллĕн пилĕк çулта сурăх йышне 100 пуçа çитермелле. Ун чухлĕ выльăха хушма хуçалăхра тытаймăн. Абрамов банкран кредит илсе Коминтерн ячĕллĕ хуçалăхăн кивĕ ферма çурчĕсене туяннă. Вĕсем унăн тăван ялĕнче, Урикассинче, вырнаçнă. Юнашарах анлă улăх сарăлса выртать. Кĕтĕве çÿретме те ирĕклĕ. Юхăннă çурт-йĕршĕн предприяти ытлашши ыйтман, 50 пин тенкĕпех çырлахнă.

- Йÿнĕ япала йÿнеçтерет тенĕн кивĕ фермăра тÿрлетмелли-юсамалли те пайтах-тăр?

- Çутă кĕртмелле, чÿречепе алăксене лартмалла, сурăхсене хупма пÿлĕмсем тумалла... Ĕçлемесĕр, тăкакланмасăр пулмасть паллах. Йĕри-тавра карта тытма сетка-рабица туянса хутăм-ха, анчах алă пымасть, - терĕ вăл. - Укçа енчен те татăлса кайрăм.

Хуçалăхра витесене пăхса юсаса тăманнипе арканмах пуçланă. Пĕрин вара çивиттийĕ те ишĕлсе аннă. Малтанлăха йывăçран тунине хута ярасшăн вăл. «Йывăç çуртра ăшăрах. Сурăхсене тарăн ай сарăмĕпе усрасшăн. Кун пек çĕр шăнмасть, ăшă, - ăнлантарчĕ Николай Абрамов. - Çитес çул куçса пĕтейĕп-ши? Кĕтмен пушар кĕсьене çÿхетсех хăварчĕ».

Çĕнĕ витене чус хăмапа рубероидран, хĕç тимĕртен тунă-мĕн. Фермер каланă тăрăх - сурăха ăшă ытлашши кирлĕ мар, витĕр çил кăна ан вĕртĕр. Шел, тăрăшни харама кайнă. Мунчаран тухнă вут-кăвар самантрах юнашарти вите çине сиксе ÿкнĕ. Пушар ытти хуралта та самай сиенленĕ.

- 70 сурăх тăмалăх тунăчĕ. Юрать инкекчен выльăх-чĕрлĕхе симĕс курăк çине кăларса ĕлкĕртĕмĕр. Унсăрăн ăçта, мĕн çитерсе усранă пулăттăмăр? Йăлтах кĕлпе вĕçрĕ-çке. Çĕннине çак вырăнах, тимĕрпе бетонран тăвасшăн-ха. Кĕтмен инкек çапсах хуçрĕ. Урикассинчи фермăна та йĕркене кĕртеймерĕм, - хаш сывларĕ арçын.

- Каллех Атнарта вите туса тăкакланиччен тен, фермăна юсаса хута ямалла? Выльăх-чĕрлĕхе çавах унта куçаратăр вĕт.

- Сурăхсен йышĕ ÿссех пырать. Усрама вырăн çук. Хĕлĕпе картишĕнче тăратаймăн. Васкавлăн тумах тивет. Фермăна вара çулла кăна юсама тытăнасшăн. Ăна валли укçи-тенки те ытларах кирлĕ. Унта йĕркене кĕртсен мĕнпур выльăх-чĕрлĕхе куçарса кайăп. Урикассинче Атнарти пек мар, выльăх çÿретме вырăн çителĕклĕ. Тен хам та вăл яла пурăнма куçăп - анне çурчĕ пушах ларать.

Тытман упа тирĕ

- Мĕншĕн сурăхсене суйласа илтĕр-ха? Хальхи вăхăтра ăна сутма йывăртарах тата ĕне пек куллен тупăш та памасть.

- Пирĕн хушма хуçалăхра ĕлĕкренех 7-8 сурăх усранă. Вĕсене пăхма ачаранах хăнăхса-вĕренсе çитнĕ темелле. Хальлĕхе тупăш пирки калаçни тытман упа тирне сÿнĕпе пĕрех. Бизнес-планпа пилĕк çулта 100 сурăха çитермелле. Пурĕ вара - такисемпе путеккисене шутласан - 300 пуçа яхăн. Çавăнпа сурăхсене сутмастăп, ĕрчетме хăваратăп. Кăçал 15 така сутрăм-ха, анчах вăл тăкаксене саплаштараймарĕ. Сурăх йышлă усрама пуçласан укçа ытларах кĕме пуçлĕ-и? - тет Николай Семенович.

Ĕмĕте хăвăртрах пурнăçа кĕртме - сурăхсен йышне ÿстерме - «Романовский» ăрата туянас шухăш та çуралнă. «Вĕсем ачаш, пăхма йывăр. Çитменнине хаклă, чĕрĕ виçин килограмне 400-500 тенкĕ ыйтаççĕ», - пĕлтерчĕ фермер. Халĕ курдюклă сурăхсем ĕрчетет-мĕн. Ку ăрата темиçе çул каяллах Атнар çынни Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ. Майĕпен ялĕпех сарăлнă вăл. Чăн та, ăрачĕ вырăнтисемпе хутăшса кайнă ĕнтĕ.

- Апла пысăк услам илме пуçличчен тата виçĕ çул кĕтмелле?

- Кĕтмех тивет, анчах укçасăр та лараймăн. Çавăнпа виçĕ ĕне усратăп, тата иккĕ илесшĕн-ха. Малтанах тына пăрусем туянасшăнччĕ, вĕсем сĕт пама пуçласса каллех икĕ çул кĕтмелле. Ку мана тивĕçтермест. Патăрьел районне шăнкăравласа пăхрăм-ха, пĕр ĕнешĕн 45 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Хаклă, анчах мĕн тăвăн?

- Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк... Йывăр пулмĕ-и ĕлкĕрсе пыма?

- Пĕччен мар, çемйипех тар тăкатпăр. Арăма та фермер хуçалăхне явăçтартăм. Канмалли кунсенче Çĕмĕрлерен ывăлсем килсе пулăшаççĕ. Урикассине куçсан кĕтÿç, хуралçă тытасшăн. Кĕтÿ сыхлама алабай текен икĕ йытă çури те туянса ятăм-ха. Йышпа лав та туртма çăмăлрах.

Ĕмĕтленнипех шур пÿрт лартаймăн

Кил хуçи фермер хуçалăхне пуçарса ярассине пĕлсен мăшăрĕ Любовь Григорьевна хирĕçленĕ. Йывăр çĕклем унăн черченкĕ хулпуççийĕ çине те тиенессе ăнланнă вăл. Çĕнĕ ĕмĕт-шухăшпа хĕрсе кайнă çынна тытса чарайăн-и? Чунне хытарсах килĕшнĕ вăл. Хĕрарăм çăвĕпех кĕтÿ кĕтнĕ. «Ял кĕтĕвĕпе ярсан такасем çухалса пĕтеççĕ. Капла хамăра та лăпкăрах», - терĕ Люба аппа. Чашлаттарса çумăр çăвать-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и - выльăхсене яланах ешĕл курăк çинче çÿретнĕ. Кил-тĕрĕшре, пахчара хĕрарăмăн ĕç сахал-им? Упăшки вара выльăх апачĕ хатĕрленĕ, вите тунă.

- Йывăр вăхăтра тарăхнипе упăшкана ятласа та илетĕп. Кам хистенипе çак лава кÿлĕнчĕ-ши? Чавса çывăх та çыртаймăн тенĕн халĕ ĕçлемеллех. Пилĕк çултан куç курĕ - е вăй илсе кайăпăр, е пăрахма тивĕ. Сывлăхăм хавшаккипе хам та ытлашши пулăшаймастăп, - уçса пачĕ чунра капланса çитнине хĕрарăм.

- Ял çыннисем сирĕн ĕç-хĕле мĕнлерех хаклаççĕ?

- Тĕрлĕрен. «Хăйсен сурăхне пăхнăшăн патшалăхран укçа илеççĕ», - текенсем те пур. Пĕррехинче кĕтĕве улăха тÿрех хăваласа тухаймарăмăр - ватă аннем йывăр чирлесе ÿкнĕччĕ. Сурăхсене урамрах çÿретеççĕ тесе самантрах ял тăрăхне çăхавланă. Фермер ĕçне пуçарса яма мĕнле йывăррине ăнланмаççĕ вĕсем.

Нумаях пулмасть фермер ĕçне пуçăнакансен республикăри канашлăвне хутшăнма тÿр килчĕ. Ыттисем каланине тĕлĕнсе итлесе лартăм. Вĕсем мĕн кирлине йăлтах туса çитернĕ. Нумайăшĕ пурлăхпа техника бази унчченех пулнипе çăмăллăнах аталанса кайнă. Манăн вара выльăх кăначчĕ. Вите-сарайне çĕклемелле, техника туянмалла - укçа ăçтан тупмалла? Çÿлтен пулăшакан пулмасан та кансĕр. Кашни утăма шăла çыртса тумалла, çичĕ хут тар кăларса ĕçлемелле, - сăмахларĕ Николай Абрамов.

Çемье пыл хурчĕ те ĕрчетет иккен. «Хамăра валли кăна: сутлăх çук. Йыша ÿстерес шухăш пурччĕ-ха, анчах кунта килĕрен тенĕн пыл хурчĕ тытаççĕ, çимĕçе вырнаçтарма йывăр», - терĕç вĕсем.

- Инкек-синкек, умри йывăрлăх шухăш-кăмăлăра улăштармарĕ-и? Ирĕклĕн сывлама паман хăмăта илсе ывăтас килмест-и?

- Тĕплĕ шухăшласа тунă утăмшăн мĕн ÿкĕнмелли? Ĕмĕтленнипех шурă пÿрт лартаймăн. Ăна пурнăçа кĕртме малаллах талпăнмалла. Çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ çынна йывăрлăх та çапса хуçаймĕ, - пĕтĕмлетрĕ фермер.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.