Триатлонçăсем сивĕрен хăрамаççĕ

16 Кăрлач, 2015

Пирĕн спортсменсем нимĕнле йывăрлăхран та хăраманнине тахçанах ĕнентернĕ. Вĕсене пите чĕпĕтекен хĕллехи çанталăк та, урлă-пирлĕ çавăрттаракан çил-тăман та, сивĕ шывра ишесси те шиклентермест.

Çак шухăша Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Александр Васильевăн çĕнтерĕвĕ те тепĕр хут çирĕплетет. Спортăн тĕрлĕ енĕпе кăсăкланакан студент çак кунсенче çĕршыв кубокĕнчен кĕмĕл медальпе таврăнчĕ. Хĕллехи триатлон турнирĕ кăçал Свердловск облаçĕнчи Каменск-Уральский хулинче иртнĕ. Унта спортсменсем çуран, велосипедпа тата йĕлтĕрпе чупас енĕпе вăй виçнĕ. Кунашкал ăмăртăва пирĕн ентешсем пĕрремĕш хут хутшăннă пулин те вĕсене ăннă. Яшсен ушкăнĕнче тупăшнă Александр Васильев дистанцие иккĕмĕш вĕçленĕ, вăл çĕнтерÿçĕрен темиçе çеккунт кăна кая юлнă. «Ку пирĕншĕн, триатлонçăсемшĕн, питĕ пысăк çитĕнÿ. Унăн çитĕнĕвĕ тата та çÿлерех çĕкленме хавхалантарчĕ. Çак кунсенче чăваш каччисем Тутарстанăн уçă чемпионатне хутшăнма хатĕрленеççĕ», - палăртрĕ Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Владислав Дмитриев.

 

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: