Çырăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк

16 Кăрлач, 2015

Январĕн 21-мĕшĕнче республика парламенчĕн черетлĕ 27-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ ячĕпе яракан хăйĕн çулленхи Çырăвĕпе паллаштарать.

Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен членĕсен, граждансен шухăшĕсене шута илнĕ. Документра ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрне, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçланин кăтартăвĕсене, çавăн пекех ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем çитес вăхăтра тата малашне пурнăçламалли тĕллевсене палăртать.

Чăваш Енĕн влаç органĕсен www.cap.ru порталĕнче, çавăн пекех «Раççей 24» информаци каналĕн, Наци телекуравĕн, Наци радиовĕн тата Тăван радио эфирĕнче Çырăвăн тÿрĕ трансляцине йĕркелеççĕ. Вăл 12 сехетре пуçланать. ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕн трансляцине январĕн 21-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра Наци телекуравĕн эфирĕнче тепĕр хут пăхма пулать. Парламентарисен тата экспертсен комментарийĕсемпе хатĕрлекен ятарлă репортаж «Раççей 1» телеканалăн «События недели» программинче январĕн 25-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра эфира тухать.

Н.ЯКОВЛЕВ

Автор: