Чемпионкăн парнисемшĕн

16 Кăрлач, 2015

Нумаях пулмасть Чăваш Енри, Йошкар-Олари тата Саранскри чи маттур баскетболистсем Шупашкара пухăннă.

В.И.Греков ячĕллĕ спорт шкулĕнче СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн тата тĕнче чемпионкин Виктория Демьянскаян парнисене çĕнсе илессишĕн республикăн уçă чемпионачĕ иртрĕ. 31-мĕш хут! Ăмăртура яланхи пекех 2000-2001 çулсенче çуралнă хастар хĕрсемпе чипер пикесем вăй виçрĕç. Чăваш Ен чысне унта Шупашкарпа Улатăр спортсменĕсем хÿтĕлерĕç. Виçĕ куна пынă турнир пĕтĕмлетĕвĕпе паллă баскетболисткăн тĕп парнине Мордва Республикин команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пирĕн ентешсем - В.И.Греков ячĕллĕ спорт шкулĕн хĕрĕсем тата Улатăрсем - йышăннă. "Турнирăн чи лайăх вăйăçи" ята Саранск пики Ангелина Названова тивĕçрĕ. Йĕркелÿçĕсем Улатăрти Евгения Лизуновăна, Шупашкарти Анна Осиповăпа Наталья Гавриловăна та кубоксемпе чысларĕç.

А.МИХАЙЛОВ

Рубрика: