Кун пек атте кирлĕ мар

16 Кăрлач, 2015

Канаш следователĕсем çак хулара пурăнакан 38 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Намăс-симĕсе çухатнăскер кĕçех суд умне тăрĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕрхи августри пĕр каçхине арçын, ÿсĕрскер, хăйĕн 5 çулти хĕрĕ тĕлĕшпе секспа çыхăннă намăс ĕçсем тунă. Ăна мăшкăллама та тăнă, анчах путсĕре пÿлĕме ăнсăртран кĕнĕ хĕрарăм, арăмĕн хĕр тусĕ, чарнă. Уголовлă ĕçе тĕпченĕ май вара чăннипех хăрушă ÿкерчĕк уçăмланнă. Арçын маларах та, 2013 çулта хăйĕн çуралнă кунĕ хыççăн тата Çĕнĕ çул каçхине, ÿсĕрле хĕр пĕрчи тĕлĕшпе намăс ĕçсем тунă иккен. Мăшăрĕ тепĕр пÿлĕмре çывăрнă, ку вара пĕчĕкскере çулăхнă.

Следователь ыйтнипе арçынна хупса хунă ĕнтĕ. Уголовлă ĕçе ЧР Аслă сучĕ тишкерĕ.

К.АНДРЕЕВ.

Рубрика: