УЭКпа пурне те тивĕçтерессине икĕ çула куçарнă

16 Кăрлач, 2015

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен универсал электрон карттăна /УЭК/ граждансем çырнă заявленисене тĕпе хурса çеç парĕç. Çакăн пирки калакан улшăнусене федерацин «Патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене парассине йĕркелесси çинчен» саккунне 2014 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Асăннă саккунра маларах çапла палăртнă: 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен карттăна пĕтĕм граждана - УЭК пама ыйтса заявлени çырнисене те, çырманнисене те - памалла. Халĕ вара УЭКа обязательнăй майпа пама тытăнассине тата тепĕр икĕ çула - 2017 çул пуçламăшне - куçарнă.

Аса илтеретпĕр: «Универсал электрон карттă» проект Чăваш Енре, çĕршывăн ытти кĕтесĕнчи пекех, 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен старт илнĕ. Унтанпа УЭК илес кăмăлĕ пуррине республикăри 18,8 пин çын палăртнă, вĕсенчен 13,2 пинĕшĕ унпа усă курать ĕнтĕ. Карттă кирли е кирлĕ марри пирки çырнă заявление 12 пунктра пама юрать. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тата Муркашпа Шупашкар районĕсенче вырнаçнă.

Универсал электрон карттăна тÿлевсĕрех 5 çуллăха параççĕ. Заявлени çырнă чухне паспорт, патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви /СНИЛС/, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ кирлĕ. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе параççĕ.

УЭКăн федераци 4 хушăмĕ /идентификаци, банк, СНИЛС, ОМС полисĕ/ тата регионăн 1 хушăмĕ /транспорт хушăмĕ, ăна 2013 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен карттă çине автомат мелĕпе çыртараççĕ/ пур. Пассажирсем Çĕнĕ Шупашкарти маршрут таксийĕсене /11, 12, 14, 15, 20, 20к /-лисене/, Шупашкарти 30, 31, 32, 33, 35, 36, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 54 /-лĕ тата хула çумĕнчи 626, 265.1, 511э, 112, 555, 536 /-лĕ «маршруткăсене» ларса кайнăшăн çак карттăпа тÿлеме пултараççĕ. Унсăр пуçне УЭКпа Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар троллейбусĕсенче тата «Чăвашавтотрансăн» пассажир транспортĕнче усă курма пулать. Общество транспортĕнче электрон мелпе тÿлекенсем пĕр тенкĕ сахалрах тăкаклаççĕ, хула çумĕнчи транспортра - кашни километршăн 30 пус йÿнĕрех.

УЭКăн транспорт хушăмĕн балансне Чăваш Енре ятарлă 20 пунктра, 24 терминалта, 45 банкоматра укçа куçарса «пуянлатма» пулать.

Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать /карт-ридер урлă/.

Чăваш Енре универсал электрон карттă илессипе çыхăннă ыйтусене «хĕрÿ лини» телефонĕпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать: /8352/ 26-00-26.

Л.ПАВЛОВА

Рубрика: 
Автор: