Стипенди - çамрăксем валли

16 Кăрлач, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксемпе студентсен представителĕсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнче курăмлă кăтартусем тунă пин яшпа хĕр 2015 çулта уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен çуллен 22 млн тенке яхăн уйăраççĕ.

Стипендиатсен 70% яхăн йышĕ - вĕренекен çамрăксем, 8% ытларах - çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем, 22% яхăн - промышленноçри, ялхуçалăхри, вĕрентÿри, культурăри тата ытти сферăри çамрăк специалистсем.

2015 çул стипендине тивĕçес тесен çирĕплетнĕ формăпа февралĕн 15-мĕшĕччен заявлени çырмалла, унта хăйсен ЧР Пуçлăхĕн хушăвĕнче палăртнă кăтартăвĕсене, çавăн пекех Раççей Перекет банкĕнче уçнă банк карточкинчи çирĕм цифрăллă счета çырмалла. Заявленисене ЧР Вĕренÿ министерствин Шупашкарти Ленинград урамĕнчи 33-мĕш çуртри ячейкине ямалла. Хушма информаци илмешкĕн /8352/ 64-21-82 телефонпа Ольга Павловна Квиткопа çыхăнма пулать.

М.АНДРЕЕВ

Рубрика: 
Автор: