Çурт-йĕр çĕклесси хакланать
Стройматериалсем хакланса кайни çĕнĕ объектсене хута ярассине чăрмантарни вăрттăнлăх мар. Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Тариф службин ертӳçи Надежда Колебанова паллаштарнă йышăну строительство контракчĕсен хакне пысăклатма май парĕ. Сăмах кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕчен тунă контрактсем пирки пырать. Унашкаллисем, Надежда Владимировна палăртнă тăрăх, виçĕ теçетке патнеллех — тăкаксене пысăклатни нумай объекта хута ярассине тивĕçтерĕ.