Ветерансем аса илеççĕ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пулнăранпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те çав нушана тӳссе ирттернисен аса илĕвĕсем халĕ те чĕрĕ.
Нумаях пулмасть Наци вулавăшĕнче презентациленĕ «Солдаты и дети Победы» кĕнекере ветерансен, вăрçă ачисен аса илĕвĕсене пичетленĕ. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ — Шупашкарти ветерансен хула канашĕн ертӳçин пĕрремĕш çумĕ Нина Димитриева. Шел пулин те, Тăван çĕршыва хӳтĕлеме хутшăннисем çулсерен сахаллансах пыраççĕ. Çак кĕнекене хатĕрленĕ чухне тĕл пулса калаçнисенчен чылайăшĕ халĕ çук ĕнтĕ. Çавăнпа та ку кĕнекен пĕлтерĕшĕ пысăк.
«Çынсем выçлăхпа аптăратчĕç. Йытăсемпе кушаксене çиме те хатĕрччĕ, анчах вĕсем юлманччĕ. Сывлăх куç умĕнче хавшаса пыратчĕ, аннепе иксĕмĕр шыçăнса кайрăмăр. Вара эпир юлашки машинăсемпе эвакуациленме шухăш тытрăмăр. Пĕртен-пĕр çул Ладога кӳлли урлă выртатчĕ. Ун чухне ака уйăхĕн 11-13-мĕшĕсемччĕ, пăр ирĕлетчĕ, пире пысăк хăрушлăх кĕтетчĕ. Кӳлĕ патне çитиччен тĕрлĕ машинăра кайрăмăр, сивĕ çил вĕретчĕ. Кӳлĕ тĕлне çитсен анне пире пĕр машинăна лартрĕ, путсан та пĕрлех терĕ пуль», — аса илнĕ Раиса Жирнова ĕç ветеранĕ. Ăна «Блокадăри Ленинградра пурăнакан» медальпе чысланă.
Чуна çӳçентерекен аса илӳ кĕнекере нумай. Унпа паллашсан кашниех мирлĕ пурнăçа хаклама тытăнасса шанас килет.
Комментари хушас