Новости по теме

1 Пуш, 2022

Инкеке лекнисене пулăшаççĕ

Чăваш Енре Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарнă. Акă паян Шупашкартан тиевлĕ пĕрремĕш машина çула тухрĕ. Вăл пуçтарнă япаласене Ростов облаçне илсе çитерĕ.

28 Нарăс, 2022

Çăварни икерчине килте çийĕпĕр

Çăварни уявне тăватпăр-и е çук-и? Çак ыйтăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳçисене пачĕ. Паллах, ăнсăртран мар. Çынсем коронавируспа çаплах чирлеççĕ — халăха пухса уяв йĕркелени вырăнсăр.

28 Нарăс, 2022

Проект ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Пĕлтĕр Чăваш Енре регион проекчĕсене пурнăçлама 16 миллиард ытла тенкĕ уйăрнă. Кун пирки ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕн тата проект ĕçĕ-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

25 Нарăс, 2022

Олег НИКОЛАЕВ: Чи кирли — çынсене пĕрлештерни

Эрнекун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе курнăçрĕ. Журналистсем регион ертӳçин кăçалхи пирвайхи пресс-конференцийĕнче çĕкленĕ темăсем анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç.

25 Нарăс, 2022

Малашне уроксем шкултах иртĕç

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Çĕмĕрлери шкулсенче 5-8-мĕш классенче пĕлӳ илекенсем нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йăлана кĕнĕ мелпе вĕренме пуçлĕç. Дистанци мелĕпе вĕренесси хыçа юлĕ. Çакăн пек йышăну турĕç паян оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Аса илтеретпĕр: нарăсăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1-4-мĕш тата 9-11-мĕш классенчи ачасем шкултах пĕлӳ илме тытăннă. Шупашкарти ачасем кăрлачăн 27-мĕшĕнчен, Çĕнĕ Шупашкартисем кăрлачăн 31-мĕшĕнчен дистанци мелне куçнăччĕ.

24 Нарăс, 2022

Ҫыхӑнусем ҫирӗпленеҫҫӗ

Паян Чăваш Ене Раççейри халăхсен çурчĕн ертÿçи Андрей Березин çитнĕ. Вăл Шупашкарти Туслăх çуртне çитсе курчĕ. Раççейри халăхсен çурчĕ Чăваш Енри халăхсен ассамблейипе малашне çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе килĕшÿ турĕ. Унпа килĕшÿллĕн пĕрлехи мероприятисем ирттерĕç, пĕрлехи проектсене пурнăçа кĕртĕç. Кăçал акă "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале йĕркелеме тата "Раççейĕн тĕрленĕ картти" проекта пурнăçлама палăртнă. Андрей Николаевич каланă тăрăх, Раççейри халăхсен çурчĕ 200 наци çыннине пĕрлештерсе тăрать.

24 Нарăс, 2022

10-мĕш хутра ĕçленĕ чухне

Нумай хваттерлĕ çурт хăпартнă чухне 25-ри строителĕн пурнăçĕ татăлнă. РФ СКн Чăваш Енри следстви органĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви версийĕ çапларах: 2021 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче ирхи 8 сехетре çамрăк строитель Шупашкарти К.Иванов урамĕнчи 10 хутлă çурта витнĕ çĕрте ĕçленĕ. Ăнсăртран вăл 8-мĕш хута персе аннă. Каччăн пуçĕ, мăйĕ, кĕлетки, алли-урри суранланнă. Вăл кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче больницăра вилнĕ.

24 Нарăс, 2022

Пĕлĕшĕпе хирĕçнĕ те…

Кĕчкей ялĕнче пурăнакан 33-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл çынна вĕлернĕ тесе шухăшлаççĕ.

Следстви версийĕ тăрăх, нарăсăн 15-мĕшĕнче айăпланакан хăйĕн кил картинче 45-ри пĕлĕшĕпе хирĕçнĕ, аллине ирĕке янă. Ӳсĕрскер ăна тапнă, çапнă, пуçне амантнă. Хур курнăскер сурансене пула вилнĕ. Усал ĕçе пурнăçлакан преступлени йĕрне пытарас тенĕ, арçын вилине сарайне хунă.

Pages