Инкеке лекнисене пулăшаççĕ
Чăваш Енре Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарнă. Акă паян Шупашкартан тиевлĕ пĕрремĕш машина çула тухрĕ. Вăл пуçтарнă япаласене Ростов облаçне илсе çитерĕ.
Унта çынсене кирлĕ япаласем: апат-çимĕç, таса шыв, канцтаварсем, ача-пăча япалисем, теттесем, дезинфекци тумаллисем, куллен усă курмалли ытти хатĕр-хĕтĕр. «Чăваш çăкăр продукчĕ» предприяти те ырă ĕçрен айккинче юлмарĕ. Шупашкар элеваторĕнчен 8 тонна çăнăх, 2 тонна кĕрпе ăсатрĕç. «Инкеке лекнĕ çынсене йывăр вăхăтра пăрахмалла мар. Вĕсене пулăшни пархатарлă ĕç», — терĕ элеватор директорĕ Яков Григорьев.
Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, ыр кăмăллăх акцине предприятисемпе учрежденисем, общество организацийĕсем, волонтер центрĕсем, депутатсем, хула çыннисем хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ене Донбасран 18 çын килсе вырнаçнă. Пĕр пайĕ — тăванĕсем патĕнче, тепĕр пайĕ вĕсем валли хатĕрленĕ пунктра хÿтлĕх тупнă. Вĕсене мĕн кирлипе пуринпе те тивĕçтереççĕ.
Донбасран тарса килнисем валли япала пухмалли ятарлă 27 пункт уçнă. Вĕсем кашни район-хуларах пур, Шупашкарта 8 пункт ĕçлет. Ыр кăмăллăх фончĕн ертÿçи Мария Уляшева каланă тăрăх, хула çыннисем унта тĕрлĕ япала илсе килеççĕ. Ача-пăча япалисемпе апат-çимĕç уйрăмах нумай-мĕн.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас