Çапкаланчăк йытăсем тĕлĕшпе
Сĕнтĕрвăрринче пурăнакансене килсĕр-çуртсăр йытăсем шиклентерни пирки темиçе те çыртăмăр. Çак ыйтупа районти прокуратура ĕçченĕсем те кăсăкланнă.
Соцсетьсенче йытăсем йышпа хула тăрăх çапкаланса çӳренине ĕнентерсе сăн ӳкерчĕксем вырнаçтараççĕ. Сунарçăсем çирĕплетнĕ тăрăх, килсĕр, хуçасăр йытă усал кашаманран чылай тискертерех. Вĕсем куç тĕлне пулнă кирек епле чĕр чуна та: хир сысни-и е мулкач-и, кайăк-кĕшĕк-и — туртса çурма пултараççĕ. Кашкăра тĕп тума юрать пулсан çапкаланчăк йытта саккун хӳтĕлет. Ăна персе вĕлерме те, урăх мелпе пĕтерме те юрамасть. Хуçасăр йытăсене тытса ятарлă приюта ăсатмалла. Йытти-анчăкĕ ял-хула урамĕсенче йышлансах пыраççĕ.
Сĕнтĕрвăрри прокуратури çынсен çăхавĕсене тишкернĕ, тĕрĕслев ирттернĕ. Пĕлтĕр район администрацийĕ çапкаланчăк йытăсене тытмашкăн, приюта ăсатмашкăн килĕшӳ тунă. Хула тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе 2 йытта тытнă. Çакă ыйтăва татса памашкăн çителĕксĕр. Тĕрĕслев палăртнă тăрăх, 2022 çулта çĕнĕ килĕшӳ туман. Çакна шута илсе прокуратура Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн администрацийĕн ертӳçи ячĕпе представлени тăратнă. Çавăн пекех депутатсен пухăвне çапкаланчăк йытăсен ыйтăвне татса памашкăн хушма укçа уйăрма сĕннĕ.