"Кӑвак ҫулӑм" килсене ҫитет
Кил-ҫурта ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртсе юлмалли чи меллӗ самант! Çӗр-шывра ятарлӑ программа пурнӑҫланать. Ҫынсене газ пӑрӑхне ҫӗр лаптӑкӗн чикки таран тӳлевсӗрех ҫитерсе параҫҫӗ.
Ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма паянхи куна 3100 ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ҫурри ытларахăшӗ телейлисен йышне кӗнӗ, вӗсен заявкисене ырласа килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ.