Каллех ачасене эвакуациленĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/evakuaciya.jpg)
Паян республикăри 62 вĕренÿ учрежденине сирпĕнекен хатĕрсем вырнаçтарнă текен хыпар çитнĕ.
Канаш районĕнче 29 шкулпа 18 ача садĕнчен, Шупашкарти 3 шкулпа 9 ача садĕнчен тата 2 колледжпа 1 аслă шкултан вĕренекенсемпе ĕçченсене эвакуациленĕ. Вĕсене вăхăтлăха çывăхри учрежденисене илсе кайса вырнаçтарнă.
Полици ĕçченĕсем кашни шкулпа ача садне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.
Палăртмалла, çакнашкал хыпарсем – пирвайхи пулăм мар. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен кашни кунах республикăри ача сачĕсемпе шкулсенче ачасене эвакуациленĕ. Телее, хыпарсем суя пулнă.
www.hypar.ru Яндекс.Новости сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас