Каллех ачасене эвакуациленĕ

16 Мар, 2022

Паян республикăри 62 вĕренÿ учрежденине сирпĕнекен хатĕрсем вырнаçтарнă текен хыпар çитнĕ.

Канаш районĕнче  29 шкулпа 18 ача садĕнчен,  Шупашкарти 3 шкулпа 9 ача садĕнчен тата 2 колледжпа 1 аслă шкултан вĕренекенсемпе ĕçченсене эвакуациленĕ. Вĕсене вăхăтлăха çывăхри учрежденисене илсе кайса вырнаçтарнă.

Полици ĕçченĕсем кашни шкулпа ача садне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Палăртмалла, çакнашкал хыпарсем – пирвайхи пулăм мар. Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 2-мĕшĕччен кашни кунах республикăри ача сачĕсемпе шкулсенче ачасене эвакуациленĕ. Телее, хыпарсем суя пулнă.

www.hypar.ru  Яндекс.Новости сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать