Новости по теме

22 Пуш, 2022

Пысăк контрактсене пысăк тимлĕх кирлĕ

Республика прокурорĕ Андрей Фомин Чăваш Енре коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелесси лайăхланнине палăртрĕ пулин те ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе тата та хастартарах пулма хистет. Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче вăл ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пуçаруллăрах пулма чĕнсе каларĕ: «Куçкĕрет япаласем пек, анчах хистемесен пурнăçласшăн мар…»

21 Пуш, 2022

Мулендеев - чемпион

Фристайлăн «слоуп-стайл» дисциплининче каллех чăваш спортсменне çитекен пулман.

Пуш уйăхĕн 14-20-мĕшĕсенче Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче фристайл чемпионачĕ иртнĕ. Олимп резервĕсен 2-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленекен Дмитрий Мулендеев пысăк кăтартупа палăрса 1-мĕш вырăна тухнă. Палăртмалла: ку дисциплинăра вăл наци чемпионачĕн 2-мĕш ылтăн медальне çĕнсе илнĕ ĕнтĕ. «Биг-эйр» дисциплинăра вара Дмитрий кĕмĕл медальлĕ пулнă.

www.hypar.ru

21 Пуш, 2022

Чи лайăх ЗАГСсене палăртнă

Чăваш Республикинче «2021 çулхи чи лайăх ЗАГС уйрăмĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Конкурсантсем пĕтĕмпе 4 номинацире тупăшнă. Кашни ушкăнра чи лайăххисем çаксем: Вăрмар, Шупашкарти Мускав, Калинин районĕсен, Красноармейски муниципаллă округĕн администрацийĕсен ЗАГС уйрăмĕсем.

www.hypar.ru

21 Пуш, 2022

Фобирен те сыватаççӗ

Çĕнĕ Шупашкарти «Кванториум» технопаркра «Проектсен ярмăркки-2022» фестиваль иртнĕ.

«Кванториума» çӳрекен 73 ача инженери, IT-технологи, виртуаллă тата хушма чăнлăх, био- тата нанотехнологисен тытăмĕнчи 40 ĕçпе паллаштарнă. Пĕтĕмпе вĕсем 4 лапама пайланса ĕçленĕ. Проектсене 50 экспертран тăракан жюри тĕрĕсленĕ. Вĕсем кашни ĕç усăллă, пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. 1-мĕш вырăна «Менделеев таблицине» панă. 2-мĕш вырăнта — «Фобисене /шикленĕве/ сиплесси», 3-мĕшĕнче «Микроешĕллĕх».

21 Пуш, 2022

Йывăр тиевлисене тӗрӗслӗç

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен Шупашкарта йывăр тиевлĕ машинăсене çӳреме чарĕç.

Ку чарăва 5 тоннăран йывăртарах таякан машинăсен пăхăнмалла. Хулана топливо, çу, апат-çимĕç илсе килекенсене пырса тивмест çакă. Стационар пункчĕсене Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр, Етĕрне тата Вăрнар çулĕсем çинче хулана кĕнĕ çĕрте вырнаçтарĕç. Çавăн пекех виçе тĕрĕслевĕн куçса çӳрекен икĕ пункчĕ пулмалла. Пропуска ЖКХ тата хăтлăх управленийĕнче е виçе тĕрĕслевĕн постĕнче илме пулать.

21 Пуш, 2022

ЧПУра «1С» лаборатори уçӗç

«1С: Предприяти» специалисчĕсене хатĕрлеме И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче лаборатори ĕçлеме пуçлĕ.

Унта ИВТ, экономика, математика, физика тата информаци технологийĕсен студенчĕсем вĕренĕç. Палăртмалла: çак лабораторире хатĕрлекен продуктсем питĕ пĕлтерĕшлĕ, вĕсемсĕр çĕршыври пĕр компани те ĕçлеймĕ.

www.hypar.ru

21 Пуш, 2022

Андрей Анохинăн куравĕ иртет

Портрет, пейзаж, натюрморт тата сюжет композицийĕ — Андрей Анохинăн ĕçĕсенче таврари мĕн пур илем сăнланнă тейĕн.

Ӳнерçĕн çывхарса пыракан юбилейне халалласа паян Шупашкарти ӳнер училищинче унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлать. Андрей Павловичăн картинисенче вăл пурнăçăн кашни самантне юратни, ăна лайăхрах пĕлме тата ăнланма тăрăшни, унпа киленни палăрать. Вăл Пĕтĕм Раççейри «Раççей», регионсенчи «Пысăк Атăл» ӳнер куравĕсен дипломанчĕ.

21 Пуш, 2022

14 çултан çул уçăлать

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 14 çултан аслăрах ачасем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче хăйсем тĕллĕнех регистрациленееççĕ.

Çакăн валли СНИЛС, паспорт кирлĕ. Унта вĕсен пурăнакан вырăнти адреса, телефон номерне, электрон почта адресне çырмалла пулĕ. Çапла майпа шкул ачисене цифра ресурсĕсемпе усă курма çăмăлрах пулĕ. Ку электрон дневнике кĕрсе паллăсене, килти ĕçе, аслă шкула вĕренме кĕмелли информацие пĕлме пулать.

Pages