Пысăк контрактсене пысăк тимлĕх кирлĕ

22 Пуш, 2022

Республика прокурорĕ Андрей Фомин Чăваш Енре коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелесси лайăхланнине палăртрĕ пулин те ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе тата та хастартарах пулма хистет. Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче вăл ку енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пуçаруллăрах пулма чĕнсе каларĕ: «Куçкĕрет япаласем пек, анчах хистемесен пурнăçласшăн мар…»

Иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ май Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертӳçи Александр Полтинин влаç тытăмĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене асăнчĕ. Çав шутра — Йĕпреç райадминистрацийĕн пуçлăхне уголовлă майпа айăплани. Вăл пулăшнипе унăн пĕлĕшĕ нумай ачаллă çемьене çуртпа тивĕçтермелли контракта илме пултарнă. Çав çурт вара пурăнма юрăхлă пулман. Право хуралĕн органĕсем хушша кĕнĕ май пӳрте пурăнма юрăхлă тунă, çемье унта куçнă. Çĕмĕрле районĕнче тăлăх валли кирлинчен пĕчĕкрех хваттер туяннă. Çакă суту-илӳ ирттерекен комисси членне сутăн илнипе сăлтавланнă. Тĕп хулара та пурăнмалли çурт-йĕр управленийĕн ĕçченĕ взятка илнĕ тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. СК ГКЧСăн тĕп бухгалтерĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчессине вĕçлесе пырать. Ăна ултавшăн, предпринимателĕн саккунлă ĕçне чăрмантарнăшăн, должноç полномочийĕсен картинчен тухнăшăн айăплаççĕ.

Александр Владимирович хăйне евĕр статистикăпа та паллаштарчĕ. 2021 çулта коррупци тĕслĕхĕсемшĕн Патшалăх Канашĕн пĕр депутатне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен должноçри 11 çыннине, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен 13 сотрудникне айăпланă. Иртнĕ çул асăннă йышши преступленисен шучĕ те, уголовлă майпа явап тыттарнисен йышĕ те чакнă. Çавăнпа-тăр Следстви управленийĕн ертӳçи мĕн палăртнине туллин пурнăçламан тесе шутлать. Уйрăмах — нацпроектсене пурнăçлассипе çыхăннă ĕç тĕлĕшпе. Патшалăх ку енĕпе питĕ пысăк укçа уйăрать. Çак сферăра, иккĕленмест Александр Полтинин, йĕркене пăснă тĕслĕхсем пур — ĕçне тумасăрах пĕтĕмпех пурнăçланине ĕнентерекен актсене алă пусни таранах, анчах вĕсене тăрă шыв çине кăларасси уксахлать-ха.

Çакна вăл тупса палăртнă преступленисемпе çыхăннă сиен калăпăшĕнче те курать. 2021 çулта асăннă йышши преступленисен сиенĕ 20 миллион ытларах тенкĕпе танлашнă. Çулталăк маларах вара çак виçе çур миллиард тенкĕ патнеллех пулнă. Çавăнпа регионăн «тĕп следователĕ» пысăк контрактсем валли уйăракан укçапа усă курассине тимлĕ сăнаса тăмаллине пусăм тусах палăртрĕ. Ку сферăра укçана вăрланине оперативлă ĕç, финанс докуменчĕсен тĕплĕ тишкерĕвĕн никĕсĕ çинче кăна тăрă шыв çине кăларма пулать. Следстви комитечĕн, шел те, унашкал майсем çук. Шалти ĕçсен министерствин, ФХСăн — пур. «Çак ĕç халăх влаçа шанассине витĕм кӳрет», — терĕ Александр Владимирович.

ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов пĕлтĕр республикăра коррупци сĕмĕллĕ 295 преступление шута илнине пĕлтерчĕ. Пысăк пайне, 70%, полици тупса палăртнă. Асăннă шутри 88 преступлени — йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем, 32-шĕ — пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе тунисем. Взяткăн вăтам виçи 2021 çулта 90 пин тенкĕпе танлашнă. Вăл та уйрăм темиçе тĕслĕх çинче чарăнса тăчĕ. Калăпăр, çамрăксене çар службинчен пăрăнса юлма пулăшнă ушкăн ĕç-хĕлне тăрă шыв çине кăларни. Саккунсăр ĕçе чăннипех тĕплĕ йĕркеленĕ — салтак атти тăхăнас килменнисем «чирлĕ» пулине медицина докуменчĕсемпе çирĕплетни таранах.

«Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕпленрех вуласа пĕлме пултаратăр.

www.hypar.ru

Комментари хушас