Комментари хушас

21 Пуш, 2022

Кашни ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ

«Пирĕн шывсăр пурăнмалла-и?» — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев патне йышăнăва пынă Виталий Хлебков сăмахне тӳрех çак ыйтуран пуçларĕ.

84 çулти ватă Муркаш районĕнчи Çармăçкассинчен килнĕ. Ялти 101 хуçалăхра 200 ытла çын пурăнать. «Ял-йыш шывсăр аптăрать, — терĕ Виталий Ильич. — Ку ыйтупа 2018 çултанпа çӳретĕп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен варринче пирĕн ялта шыв башни лартма пуçланăччĕ. Пăрăхĕсене те тиесе килчĕç. Анчах икĕ çултан йăлтах Юнкăна куçарса кайрĕç. Эпир нимсĕрех тăрса юлтăмăр. Ӳркенмесĕр ял тăрăхĕн администрацине кайрăм. Пуху турĕç, шыв кĕртсе пама шантарчĕç. Анчах паян кун та çук».

Олег Николаев ватă çынна тимлĕ итленĕ хыççăн республикăра шыв башнисене лартас, халăха таса шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе икĕ çул каялла çине тăрса ĕçлеме пуçланине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та Çармăçкассисен те шывлă пулас шанăç пур-ха. ЧР Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, унта проектпа смета докуменчĕсене тунă, вĕсене çирĕплетесси чарăнса тăнă. Ку ыйтăва Олег Алексеевич тепĕр хут тишкерсе тухма шантарчĕ.

Яна Войцехович — нумай ачаллă амăшĕ. Çемьене Шупашкар районĕнче çĕр лаптăкĕ панă. Ăна пăшăрхантараканни — унта çитме çул çукки. «Эпир çурт тума пуçласшăн. Анчах çул çукран строительство материалĕсене лаптăк патне илсе каяймастпăр. Етĕрнекасси патне çул çитерсен питĕ хĕпĕртенĕ пулăттăмăр», — терĕ Яна Сергеевна. Ку тăрăхра нумай ачаллă ик çĕре яхăн çемьене çĕр уйăрса панă. Анчах вĕсенчен пĕри те хальлĕхе çурт лартман-ха, хуçалăх çавăрман. Пушă хир кăна выртать. Çавăнпа та, республика ертӳçин шухăшĕпе, унта çул сарни халăх укçи-тенкине тĕллевсĕр тăкаклани пулĕччĕ. «Ял тăрăхĕн ертӳлĕхĕпе, çĕр хуçисемпе пĕрле тĕл пулса калаçăр, лаптăкăн малашнехи аталану йĕркине палăртăр. Çакăн хыççăн çул пирки те калаçма пулать», — терĕ Олег Николаев.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ирина Михайловăна Иваново микрорайонĕнчи автоçула, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин офисне юсасси республика ертӳçи патне илсе çитернĕ. «Çулсем ытла начар, путăк çине путăк. Тухтăр офисне те тахçанах тĕпрен юсама вăхăт çитнĕ», — каласа кăтартрĕ микрорайон çыннисен нуши-терчĕ пирки Ирина Николаевна. ЧР Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарсене чăннипех те савăнтаракан хыпар пĕлтерчĕ: тухтăр офисене 2023 çулта, çула вара кăçалах юсама йышăннă.

Дмитрий Чернышов республика ертӳçи патне Шупашкарти Инкубатор, Щорс, Васнецов урамĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕпе пынă. «Пирĕн çуртсене таса мар шыв юхса тухакан тытăмпа çыхăнтарман. Çакă çынсене чăннипех те нушалантарать», — терĕ Дмитрий Борисович. Олег Николаев ыйтăва икĕ мелпе татса пама май пуррине палăртрĕ. Пĕрремĕшĕ: пуçаруллă бюджет программине хутшăнса канализаци хывасси. Çывăхрах çĕнĕ çуртсен строительстви сарăлса пынăран пĕрлехи вăйпа централизациленĕ тытăмпа çыхăнасси кăткăс тата пысăк тăкаклă пулас çук. Иккĕмĕшĕ: яваплă организаци вăй çитерсе канализаци туса парасса кĕтесси. Дмитрий Чернышов çынсем пĕрремĕш мелпе килĕшме пултарассине палăртрĕ. Чăннипех те, пуçаруллă бюджет программи халăхшăн пысăк ĕçсем тума питех те меллĕ. Çакна унта хутшăнакан проектсен шучĕ çулсерен ӳссе пыни те çирĕплетет.

www.hypar.ru Валентина Багадерова сăн ÿкерчĕкĕсем