Ҫынсем усӑ куракан мобиллӗ интернет хӑватне чакарма сӗнет Цифра министерстви. Ку шухăша мобиллӗ операторсем те ырланӑ. "МТС", "Мегафон", "Теле2" операторсем чикӗсӗр интернет мобиллӗ ҫыхӑнӑва пысӑк йывӑрлӑх кӳнине палӑртнӑ. Тата, ҫитменнине, вӑл кашни ҫыннах кирлӗ мар. Чикӗсӗр интернетпа усӑ куракансем сахал тесе шутлаҫҫӗ операторсем.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура наци проекчĕсене, регион проекчĕсене пурнăçламалли контрактсене хатĕрлес, алă пусас ĕçе тишкерчĕç.
Олег Николаев федераци укçипе пурнăçламалли ĕçсен контрактацине ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнине аса илтерчĕ. Ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме пулать. — асăннă кунччен мĕн пур контракт хатĕр пулмалла. Анчах Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăшĕсем çак ĕçе уйăхăн юлашки кунĕсене хăварнипе кăмăлсăрланчĕ. Маларах та пурнăçлама май пулнă.
Хусан тата Сăр хӳтлĕх чиккисен строителĕсене халалланă «Тылри паттăрлăх» патриотизм марафонĕ пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче пуçланĕ. Мероприятисем Чăваш Енре тата Тутарстанра иртĕç. Ун пирки Светлана Каликова ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ.
Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарса пырать. Çавна май кĕçех чăваш чĕлхин уйăхлăхĕ те пуçланĕ. Ун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтерчĕ.
Пĕрремĕш класа каймалли ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнмалли тапхăр кĕçех пуçланĕ. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров аса илтерчĕ.
Анăç Раççей тĕлĕшппе санкцисем йышăннă май чылай предприяти умне чăрмавсем тухса тăнине кура çынсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пысăкланать. Çавна май патшалăх ĕçлеве тĕревлес енĕпе мерăсем йышăнать. Çакăн çинчен тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.
"Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш регион уйрӑмӗ чӑмӑртаннӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа йӗркеленӗ уяв Шупашкарта Ӳнер музейӗнче иртрӗ. Раҫҫейри чи пысӑк йышлӑ парти членӗсене ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ, парти хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе палӑрса тӑракан, яваплӑха туякан ҫынсене пӗрлештерсе тӑнине палӑртрӗ.