Ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелли тăкаксене саплаштарасшăн

28 Пуш, 2022

Анăç Раççей тĕлĕшппе санкцисем йышăннă май чылай предприяти умне чăрмавсем тухса тăнине кура çынсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пысăкланать. Çавна май патшалăх ĕçлеве тĕревлес енĕпе мерăсем йышăнать. Çакăн çинчен тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Ĕçлев министерстви лару-тăрăва куçран вĕçертмест. Ведомство ертӳçи Алена Елизарова палăртнă тăрăх, 3 организацире 126 çынна вăхăтлăха тулли мар ĕç кунĕн режимĕ çине куçарнă, 6 предприятире 240 çын пĕр тапхăр ĕçлеме чарăннă, 32 предприятире 274 çынна ĕçрен хăтарас ыйту тухса тăнă. Апла пулин те, терĕ министр, ĕçлевпе çыхăннă лару-тăрушăн тăнăçлăх кăтартуллă, ĕçсĕр тесе регистрациленĕ çынсен шучĕ кăшт чакни те сисĕнет.

Çапах ĕç-пуç çивĕчленме пултарасси куçкĕрет, çакна шута илсе патшалăх енчен пулăшу мерисем хатĕрленĕ. Калăпăр, çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелли тăкаксене саплаштарасси. Общество ĕçĕсене явăçтарнăшăн та тӳлев палăртнă. Çавăн пекех хайхи санкцисене пула предприятин ĕç технологине улăштарма тивнĕ тĕслĕхсенче çынсене «çĕнĕлле» ĕçлемешкĕн вĕрентме тивет пулсан вĕрентӳ валли каякан тăкаксене те патшалăх хăйĕн çине илет — вĕрентнĕ пĕр çын пуçне 6 пин тенкĕ таран. 30 çулчченхи çамрăксене — колледжсенчен вĕренсе тухнă, профессисĕр яш-кĕрĕме, инвалидсене, тăлăхсене, юсанмалли учрежденисенчен ирĕке тухнисене — ĕçе йышăннăшăн та шалăвăн чи пĕчĕк виçĕ виçипе танлашакан «хавхалантару» укçине илме пулать.

Олег Николаев Ĕçлев, Вĕрентӳ, Промышленноç министерствисене предприятисемпе организацисем çак инструментсемпе усă курассине тивĕçтерме хушрĕ. Вĕсем ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма пулăшмашкăн тивĕç.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас