Новости по теме

5 Ака, 2022

Раҫҫейри экономикӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ предприятисен йышне тата 3 чӑваш организацийӗ кӗнӗ!

Сумлӑ йыша пирӗн "Акконд" кондитер фабрики, "Гален" тулли мар яваплӑ общество тата "Технотрон" наукапа производство предприятийӗ тултарнӑ.

Ҫакӑн пек майпа экономикӑшӑн пысăк пӗлтерӗшлӗ предприятисен Федераци переченӗнче пирӗн республика предприятисен хисепӗ 9 ҫитнӗ.

www.hypar.ru

5 Ака, 2022

Чӑваш Енре йывăр тиевлĕ машинăсем валли прицеп туса кăларма тытăнӗҫ

Чӑваш Енре йывăр тиевлĕ машинăсем валли прицеп туса кăларма тытăнӗҫ. 

Ҫӗнӗ производствӑна Канашри ятарлӑ экономика зонинче йĕркелеме йышăннă. Халӗ предприяти производствӑна вырнаҫтарма ҫӗр лаптăкне тара илес енĕпе ӗҫлет. Ҫӗнӗ цехра прицепсем, хӑй тӗллӗн пушатакан кузовсем туса кӑларӗç. Унта сахалтан та 67 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерме май пулӗ.

www.hypar.ru

5 Ака, 2022

Инкеке лекнисене кĕтсе илчĕç

Паян Шупашкара Донбасран 446 çын килсе çитрĕ.

Вĕсене медиксем, психологсем, волонтерсем, ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин кĕтсе илчĕç. МЧС курсанчĕсем пуйăсран анакансен кутамккисене йăтма, сусăрсене антарма пулăшрĕç. Нуша хăваласа килнисен хушшинче ачасемпе амашĕсем, ватăсем, сусăрсем ытларах. Хăйсем тĕллĕн утайманнисем те пур. Чирлисене — больницăна, ыттисене Муркаш районĕнчи "Лесная сказка" санаторие илсе кайрĕç.

5 Ака, 2022

Виç кĕтеслĕ çырусем, ÿкерчĕксем, парнесем…

Виç кĕтеслĕ çырусем, ÿкерчĕксем, парнесем…„Сывă-и, хаклă салтак! Çăмăл мар вăхăтсем пуçланчĕç. Сана халь çăмăлах мар! Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн сана! Пирĕн çутă пуласлăхшăн, мирлĕ тÿпешĕн службăра тăратăн эсĕ. Тÿс салтак, эсĕ пĕччен мар! Пĕтĕм çĕршыв санпа пĕрле! Эпир сана юрататпăр. Мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме вăй-хăват сунатпăр. Эсĕ тăрăшнипе çĕр чăмăрĕ çинче ыркăмăллăхпа тĕрĕслĕх, çураçупа юрату хуçаланччăр. Çапăçура вăй-хăват, ăнăçу сунатпăр сана”.

2 Ака, 2022

Шăпине хоккейпа çыхăнтарнă

Юрий Долгов - хоккеист, РФ спорт мастерĕ. Çĕнĕ Шупашкар ачи "Сокол" спорт клубĕнче пĕрремĕш утăмсене тунă. 16-ра ăна Чулхулари "Торпедо" командине илнĕ. 1996 çулта команда юниорсен Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Хоккеистсен Аслă лигин чемпионĕ 2011 çулта спорт карьерине вĕçлесе Чăваш Ене таврăннă, тренер ĕçне пуçăннă.

Паян Юрий Геннадьевич Шупашкарти хоккей аталанăвĕн центрĕнче "Сокол-2007" командăпа ĕçлет. Пултаруллă тренерпа унăн воспитанникĕсем çинчен "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пултаратăр.

1 Ака, 2022

Конкурс хыҫҫӑн хама хӑюллӑрах тытма пуҫларӑм

Ҫапла каларĕ паян пĕлтĕр "Эпĕ - хĕрарӑм" республика конкурсĕн ҫĕнтерӳҫи пулнӑ Елена Лаврентьева. Елена Леонидовна Ҫĕнĕ Шупашкарта пурӑнать, радиожурналист пулса ĕҫлет.

Pages