Чăваш хĕрĕ Севастопольти илем конкурсне хутшăннă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/04/big5979.jpg)
Севастополь патшалăх университетĕнче «СевГу-2022» илемпе пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Унта кăçал вунă пике тупăшнă.
Конкурса хутшăнакан хĕрсенчен кашниех пултарулăх номерĕ хатĕрленĕ. Вĕсем юрланă, ташланă, сăвă каланă, ӳкернĕ. Крым халăхĕсен наци тумне тăхăнса дефиле кăтартнă. Жюри умне эрмен, белорус, караим, Крым тăрăхĕнче тĕпленнĕ тутар, мари, нимĕç, вырăс, тува, чăваш тата Хусанти тутар хĕрĕсем тухнă. Севастопольти наципе культура центрĕпе хулан наципе культура обществисем тата темиçе костюмпа паллаштарнă. Хĕрсем наци тумĕпе сцена çине тухнă май халăх халапĕсене тата тăван чĕлхепе салам сăмахĕсене каларĕç.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/04/big5978.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/04/big5991.jpg)
Комментари хушас