Новости по теме

11 Ака, 2022

Темиçе рейса чарнă

Ытларикун, юнкун тата кĕçнерникун — çак кунсенче «Победа» самолечĕсемпе Шупашкартан Мускава çитесси пулмĕ.

Ку йышăнăва ака уйăхĕн 12-28-мĕшĕсенче пăхăнма тивет. Çапах та «Победа» авиакомпани хăйсен хыпарĕсене сăнасах тăма ыйтать. Хушма информаци пулсанах расписани улшăнĕ.

www.hypar.ru

11 Ака, 2022

Пушартан çăлнă

Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи пĕр хваттерте пушар тухсан çуртра пурăнакансен умне хăрушлăх тухса тăнă.

Ку инкек ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Хваттерте пурăнакансем çулăмран тарса хăйсем тĕллĕн тухнă. Анчах çӳлерех пурăнакан кӳршĕсене эвакуациленме çăра тĕтĕм чăрмантарнă. 46 çулти хĕрарăма, 85-ри пенсионеркăна тата 14-ри хĕрачана 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Кукамăшĕпе мăнукне медицина пулăшăвĕ пама больницăна вырнаçтарнă.

11 Ака, 2022

Хăтлăх кĕртер-и?

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен республикăри пур хулапа районта та рейтинг сасăлавĕ иртĕ.

2023 çулта хăтлăх кĕртмешкĕн сĕнекен проектсене za.gorodsreda.ru платформăра е Патшалăх пулăшăвĕсен сайтĕнче суйламалла пулĕ. Ыйтусем сиксе тухсан волонтерсем пулăшĕç. Вĕсем шкулсенче, суту-илӳ центрĕсенче, МФЦсенче, аслă шкулсемпе общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче ĕçлĕç.

www.hypar.ru Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ

11 Ака, 2022

Çĕнĕ препаратсем хатĕрлĕç

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ кăçал çĕнĕ йышши 13 препарат хатĕрлеме палăртса хунă.

8-ăшĕнпе ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсене «Август» компанин ăслăлăх ĕçченĕсем шухăшласа тупнă. Кăçал производствăна янă 6 препарат — çум курăкĕпе кĕрешмелли гербицидсем. Ӳсен-тăрана чир-чĕртен хӳтĕлеме çĕнĕ йышши 2 фунгицид хатĕрлеме тытăннă. Вăл çĕр улмине — фитофторозран, суханпа иçĕм çырлине ытти чиртен хӳтĕлĕ. Ака уйăхĕнче тата тăватă препарата производствăна ярасшăн.

11 Ака, 2022

«Валдайпа» – Чул хулана

Канмалли кунсенче Шупашкартан Чул хулана туристсем валли Атăл тăрăх тур йĕркелесшĕн.

Шыв çинчи çул çӳрев навигаци сезонĕ уçăлсан пуçланма пултарать. Халĕ çавăн валли кирлĕ хутсем хатĕрлеççĕ. Питĕрти пысăк портран Раççей Федерацийĕн ялавĕпе ишме ирĕк илнĕ. Çапла кăçал «Шупашкар – Козьмодемьянск — Макарьево мăнастирĕ — Чул хула — Шупашкар» туризм маршручĕ уçăлмалла. Пассажирсене турттаракан рейс та çӳретесшĕн.

11 Ака, 2022

Чăваш спортсменĕсен – «ылтăн»

Хусан хулинче Спорт гимнастикин Раççей чемпионачĕ иртет. Унта чăваш спортсменĕсем пысăк кăтартупа савăнтарчĕç.

Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕн гимнастки Елена Герасимова пĕрене çинче хăнăхтарусем пурнăçласа 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Палăртмалла: Елена Токиори олимпиадăна та хутшăннăччĕ. Екатерина Андреева вара Раççей юниор первенствинче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

11 Ака, 2022

Халăх пурнăçĕ – видеора

Чăваш Енре пурăнакансене Пĕтĕм Раççейри «Эпир» наци видеороликĕсен конкурсне хутшăнма йыхравлаççĕ.

«Раççейри нацисен хушшинчи килĕшӳ» тата «Наци хăйне евĕрлĕхĕ» темăсенчен пĕрне суйласа илмелле те видео хатĕрлемелле, файлообменнике вырнаçтармалла та çуллаччен мыконкурс.рф сайтра заявка çырмалла. Пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та хутшăнма юрать. Çĕнтерӳçĕсене чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче чыслĕç. Мала тухнисене укçан преми парса хавхалантарĕç.

11 Ака, 2022

ЧЭСК: ырă йăласем малалла талпăнма хавхалантарччăр

Ветерансем тата çамрăк ăру, практикант студентсем тата Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем — пурте предприяти çуралнă куна паллă тума ЧЭСКăн конференц-залне пухăнчĕç. 1958 çулта çак кун, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Шупашкар хулин дизель электростанцийĕн никĕсĕ çинче Чăваш халăх хуçалăхĕн канашĕн Энергоуправленийĕн «Энергосбытне» туса хунă.

11 Ака, 2022

Пĕтĕм Раççей тĕрлет

Раççейĕн тĕрленĕ карттипе халăха çĕртмен 12-мĕшĕнче паллаштарĕç. Ун пирки культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каласа кăтартрĕ.

Карттăна тĕрлеме çĕршывăн кашни регионĕ хутшăнать. Пысăк карттăн уйрăм пайĕсенчен нумайăшĕ хатĕр — çичĕ теçеткене яхăн субъект хăйсен регионĕн карттисене тĕрлесе ярса панă.

Pages