Комментари хушас

11 Ака, 2022

Пĕтĕм Раççей тĕрлет

Раççейĕн тĕрленĕ карттипе халăха çĕртмен 12-мĕшĕнче паллаштарĕç. Ун пирки культура министрĕ Светлана Каликова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каласа кăтартрĕ.

Карттăна тĕрлеме çĕршывăн кашни регионĕ хутшăнать. Пысăк карттăн уйрăм пайĕсенчен нумайăшĕ хатĕр — çичĕ теçеткене яхăн субъект хăйсен регионĕн карттисене тĕрлесе ярса панă.

Светлана Анатольевна вĕсемпе слайдсемпе усă курсах паллаштарчĕ те — Раççей мĕнешкел пысăк, тĕрлĕ халăх культурин хăйне евĕрлĕхĕпе пуян çĕршыв пулни куç умне тухрĕ. Кашнин — халăх йăлисене, хăйсен тăрăхĕшĕн кăтартуллă енсене сăнарлакан уйрăмлăхсем. Калининград, авă, карттăна вĕтĕ янтарьсемпе капăрлатнă, Карелин — ылтăн тĕрĕ… Красноярск картти вара чи пысăкки – икĕ метр çӳллĕш. Пысăк карттăна пĕрлешмелли пайсене çĕлесе сыпăнтамашкăн «Паха тĕрĕ» фабрикăна панă.

Светлана Каликова çавăн пекех Надежда Бабкина ертсе пыракан «Раççей юррисем» фестиваль-марафона кĕтсе илме хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ. Патшалăха çирĕплетме пулăшакан юрăсен фестивалĕ çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçăлĕ. 15 çулта «Раççей юррисем» çĕршывăн 62 регионĕнче пулнă. Чăваш Ене марафон иккĕмĕш хут килет. Регионти вунă хулапа районта концертсем иртĕç, вĕсене хамăрăн юрăçсемпе коллективсем те хутшăнĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: