ЧЭСК: ырă йăласем малалла талпăнма хавхалантарччăр
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/04/chesk-nagrada.jpg)
Ветерансем тата çамрăк ăру, практикант студентсем тата Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем — пурте предприяти çуралнă куна паллă тума ЧЭСКăн конференц-залне пухăнчĕç. 1958 çулта çак кун, ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Шупашкар хулин дизель электростанцийĕн никĕсĕ çинче Чăваш халăх хуçалăхĕн канашĕн Энергоуправленийĕн «Энергосбытне» туса хунă.
Килĕшӳсем тăвасси, потребительсем энергипе усă курнине тĕрĕслесе тăрасси тата шута илесси — çак тивĕçсене шăпах çĕнĕ предприятие шаннă. Унтанпа компанире нумай улшăну пулнă. 2021 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса вăл Трансэнергопром компанисен ушкăнне кĕнĕ. Паян унăн специалисчĕсен ĕçне пурте пĕлеççĕ темелле: кашни киле, кашни предприятие тенĕ пекех электричествăпа ЧЭСК тивĕçтерет. Предприяти клиенчĕсен пысăк çарĕнче — 14,7 пин ытла юридици тытăмĕ, 470 пин абонент-уйрăм çын.
Трансэнергопромăн генеральнăй директорĕ Елена Климашевская тĕл пулура палăртнă тăрăх, Чăваш энергосбыт компанийĕ электричество сутакансен çĕнĕ професси пĕрлĕхĕ çуралассине йĕркеленĕ тени те вырăнлă, çав вăхăтри чи лайăх йăласене коллектив паян малалла тăсать, Чăваш Ен аталанăвне вăй парать.
Çак кунах предприятин Çамрăксен канашĕ ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕршывăмăр пуласлăхĕ паянхи çамрăк ăруран килет. Эсир креативлă, яваплăха туякан, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăракан энергетиксем пуласса шанатпăр. Энергетиксен çĕнĕ ăрăвĕ ветерансен ĕçпе çыхăннă йăлисене малалла тăсасси, çакă компанин ăнăçлă ĕçне никĕслесси пирки иккĕленместĕп», — терĕ çамрăксене ырă сунса Елена Климашевская.
Энергосбыт компанийĕнче çирĕп коллектив йĕркеленнĕ. Нумай сотрудник кунта 20 çул ытла ĕçлет, компани ветеранĕсем вара 35-40 çул та тăрăшнă. ЧЭСКăн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн юридици тытăмĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Нэлли Алексеева компанире 20 çул вăй хурать. Професси енĕпе тунă çитĕнӳсемшĕн ăна Трансэнергопромăн Хисеп грамотипе наградăланă. «Хăвăн ĕçне юрататăн тăк — ĕçе хаваспах çӳретĕн», — терĕ наградăшăн тав туса Нэлли Сайфулловна.
Чăваш Республикин хисеплĕ энергетикĕ Арон Лавин предприяти йĕркеленнĕ çулсенчех кунта ĕçлеме пуçланă. Вăл Çамрăксен канашĕн членĕсене Чăваш энергосбыт компанийĕн çурчĕн ансат мар пулнă строительстви çинчен каласа пачĕ. Малтан кунта лаборатори корпусĕ тума палăртнă-мĕн.
Компани ветеранĕ Татьяна Кулинская энергетика хăйĕн чунĕнче пулнине палăртрĕ. «Чăваш энергосбыт компанийĕнче 35 çул ĕçлерĕм. Пенсие чуна ыраттарса кайрăм. Кунта ĕçленĕ çулсене паян та ăшшăн аса илетĕп. Пирĕн коллектив чи лайăххи пулнă, эпир яланах пĕтĕмпех вăхăтра тума тăрăшнă. Кирлĕ тĕк кану кунĕсенче те ĕçе тухма ӳркенмен — куншăн нимĕн чухлĕ те ӳпкелешмен. Халь вара манăн икĕ хĕр энергетикăра тăрăшать — Чăваш Енре тата Мускавра, вĕсем хăйсен ĕçне юратнăшăн питĕ савăнатăп», — пĕлтерчĕ Татьяна Петровна.
Палăртма кăмăллă: предприяти ветеранĕсем Михаил Ивановпа Зинаида Николаева Канаш тата Çĕмĕрле районĕсенчен килме те ӳркенмен. Компанин районсен пĕрлехи уйрăмĕсенче нумай çул ĕçленĕскерсем предприятин ытти уйрăмне çӳренине, «юлса пыракансене» пулăшнине аса илчĕç. Тепĕр чух унтах çĕр каçни те пулнă, анчах ĕçе вĕçлемесĕр таврăнман.
Çитес çул Чăваш энергосбыт компанийĕ 65 çул тултарать. Çавна май умри плансем пысăк. Çав шутра — Энергетика музейне уçасси, электроэнергетика факультечĕн студенчĕсем валли вĕрентӳ программи пуçарасси, компани ветеранĕсемпе тĕл пулусем йĕркелесси, клиентсене явăçтарса акцисем ирттересси. Тата — юбилей тĕлне #65ДобрыхДел ыркăмăллăх акцийĕпе килĕшӳллĕн ырă ĕçсем тăвасси.
Компани ертӳлĕхĕ малашлăха çирĕп шанăçпа пăхать. Кунта клиентсем валли çĕнĕ интерактивлă сервиссене ĕçе кĕртеççĕ, клиентсен офисĕсен ĕçне лайăхлатма, коллективăн ĕç условийĕсене хăтлăрах тума, ЖКХ рынокĕн мĕн пур субъекчĕпе тытакан хутшăнусене çĕн шая çĕклеме тăрăшаççĕ. Тĕллев уçăмлă: 65 çул тултарни Чăваш энергосбыт компанине аталану çулĕпе малалла талпăнма хавхалантартăр!
www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ӳкерчĕкĕсем
Căн ÿкерчĕксенче:
• Трансэнергопром компанисен ушкăнĕн гендиректорĕ Елена Климашевская тата унăн канашçи Александр Гончаров Нэлли Алексеевăна награда илнĕ ятпа саламларĕç.
• Энергетика ветеранĕсен аса илмелли пайтах.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/04/chesk-veterany.jpg)
Комментари хушас