Новости по теме

7 Ака, 2022

Хӗрсене ҫӗлеме вӗрентеҫҫӗ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикассинчи вăтам шкулта çĕвĕ классне уçнă. Хĕрачасене пĕчĕкренех çĕлеме вĕрентĕç.

Чăн малтан вĕрентĕве 7-8 –мĕш классенче пĕлÿ пухакан хĕр упраç пуçăнчĕ. Вĕсене валли кунта çĕнĕ йышши çĕвĕ машинисемпе оверлоксем, тум-тире калăплама май паракан манекенсем, пусмана сарса касмалли пысăк сĕтелсем вырнаçтарнă. Кĕçех кунта вырăнти ĕçсĕр çынсене пухса ушкăн йĕркелĕç, вĕсене профессие вĕрентĕç.

7 Ака, 2022

Ылтăн «дубль»!

Чăваш Ен спортсменĕ Дмитрий Мулендеев фристайл енĕпе иртнĕ Раççей Кубокĕнче икĕ «ылтăн» çĕнсе илнĕ!

Ăмăрту Челябинск тăрăхĕнчи Миасс хулинче, «Солнечная долина» сăрт-тусенчен ярăнмалли курортра иртнĕ. Пирĕн ентеш Дмитрий Мулендеев чăн малтанах «слоуп-стайл» дисциплинăра пуринчен пысăк ăсталăх кăтартса панă, унтан вара «биг-эйр» енĕпе те çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Маттур çамрăка тата унăн вĕрентекенне Никита Васильева пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр!

7 Ака, 2022

Кашнин чунне пырса тивет

Тарăн окопсем чавса хăйсен сывлăхне шеллеменскерсене… Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тесе ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве çитмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон ирттереççĕ. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш тата Тутарстан Республикисем пĕрле йĕркелеççĕ. Культура ĕç-пуçне Етĕрне хулинче пуçарса ячĕç, çак кунсенче марафон Çĕрпÿ хулине çитрĕ.

6 Ака, 2022

Спорт поэчĕ пулăп тенĕ те… ача-пăча валли çырма тытăннă

Петĕр Çăлкуç поэт ача-пăча валли нумай кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсем вĕренӳ программинче кашни класăн учебникĕнчех пур. Апла пулин те пичетленмен ĕçĕсем те пайтах. Шăпах вĕсене пĕр çĕре пухса уйрăм кĕнеке кăлармаллине палăртрĕ Виталий Родионов профессор. Кун пирки вăл Литература музейĕнче Петĕр Çăлкуç поэт çуралнăранпа 70 çул çитсе пынине халалланă тĕл пулура каларĕ.

6 Ака, 2022

Строительство компанийӗсене - тӗрев

Кил-ҫурт ҫӗклекен фирмасене ҫӑмӑл мар лару-тӑрура пулӑшас тесе Правительство ҫӗнӗ йышӑну ҫирӗплетнӗ: ҫурт хӑпартма ирӗк панӑ документсене тепӗр ҫулталӑклӑх тӑсса параҫҫӗ.
Ку - ҫак документа усӑ курмалли тапхӑр кӑҫалхи ҫурла уйăхĕн 1-мӗшӗччен вӗҫленекенсене пырса тивет.

6 Ака, 2022

Аграрисене пулӑшма - 153 млрд тенкӗ!

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ял хуçалăх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене ҫурхи акана тивӗҫлӗ ирттерме пулӑшу кирлине лайăх ӑнланать. Ҫавӑнпа та паян Владимир Владимирович регионсене 153 млрд тенкӗ уйӑрса пама хушу ҫирӗплетнӗ.
Укҫана аграрисене кӗске тапхӑра паракан ҫӑмӑллатнӑ кредитсем уйӑрса пама усӑ курӗҫ.

www.hypar.ru   Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗ

6 Ака, 2022

Граждан урамне кӑҫал туса пӗтерме шантараҫҫӗ

Хальлӗхе вара ҫынсен те, водительсен те пылчӑк ҫӑрса ҫӳреме тивет. Айӑпӗ камра-ши? Кӑна тӗпчеме Денис Спирин сити-менеджер Граждан урамне ҫитсе курнӑ. 

Pages