Граждан урамне кӑҫал туса пӗтерме шантараҫҫӗ
Хальлӗхе вара ҫынсен те, водительсен те пылчӑк ҫӑрса ҫӳреме тивет. Айӑпӗ камра-ши? Кӑна тӗпчеме Денис Спирин сити-менеджер Граждан урамне ҫитсе курнӑ.
Проектпа смета докуменчĕсем - ҫав тери пахалăхсӑр, вӗсене темиçе хут та тӳрлетме тавӑрса панӑ. Ҫӗр айӗнче пыракан пӑрӑхсемпе кабельсен 90% проектра шутра та ҫук. Ҫавна май, ҫул-йӗр ӗҫченӗсен ҫав тери асӑрхануллӑн, тирпейлӗн чавма тивнӗ. Паллах, контракта вӑхӑтра пурнӑҫлама май килмен - ҫур ҫула кая юлнӑ.
Денис Спирин пур ӗҫе те хастартарах йӗркелеме хушнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра - газ пӑрӑхӗсене сыпӑнтармалла, ҫу уйăхĕнче асфальт сарма тытӑнмалла. Ҫулталӑк вӗҫлениччен вара ҫулсен ҫаврӑмне те юсаса ҫӗнетмелле.
Комментари хушас