Хыпар 138 (28314) № 17.12.2024
Ĕç укçи ÿсĕмлĕ. Тарифсем те...
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти съезчĕ иртни çинчен каланинчен пуçларĕ. Унта Владимир Путин Президент хутшăннă — çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çĕкленĕ.
Олег Николаев Президент «Паттăрсен вăхăчĕ» проекта пуçласа ярасси çинчен каланине пĕлтерчĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннă çынсемпе çыхăннă — вĕсене хăйсен пултарулăхĕпе патшалăх тата муниципалитет службинче усă курмашкăн майсем туса памалла, çакă территорисен аталанăвне те усă кÿрĕ. Олег Алексеевич ку ыйтусемпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ.
Вăл канашлура хускатнă тепĕр тема вара Шупашкарти Кăнтăрхĕвел анăç микрорайонĕнчи аварипе çыхăннă. Регион ертÿçи çынсене ăшă парса тăрас тĕлĕшпе тухса тăнă чăрмава сирес енĕпе мĕнле ĕçленипе интересленчĕ. ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, инкек Чапаев ячĕллĕ завод котельнăйĕнчи пăтăрмахпа сăлтавланнă. Унта «гидроудар» текен пулăм магистральлĕ ăшă пăрăхне сиенленĕ. Çавна май микрорайона ăшă парса тăрассине чарма тивнĕ. Пăрăха йĕркене кĕртсе ăшă пама тытăннă та — Промышленноç тата Чернышевский урамĕсенче те ăшă сечĕсенче пысăк мар аварисем пулни палăрнă. Тивĕçлĕ службăсен бригадисене явăçтарнă. Ĕçсене васкавлăн пурнăçланă — çурт-йĕре ăшă пама тытăннă. «Паян 12 сехет тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлемелле», — терĕ Сергей Геннадьевич. Çавăн пекех ку ыйтупа ытти тытăм представителĕсем те сăмах илчĕç — тухса тăракан ыйтусене вăраха ямасăр татса парассине çирĕплетрĕç. Олег Николаев ĕçсене оперативлă пурнăçланă службăсене тав турĕ. Çийĕнчен «Т Плюс» компанин Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти сечĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине тишкерме сĕнчĕ. «Пирĕн инвестици программи пур. Çак аварисем асăннă программăпа пăхнă ĕçсене пурнăçламаннин кăтартăвĕ мар-и? — çак ыйту хуравне те уçăмлатмалла», — терĕ вăл. Канашлура республикăн кăçалхи 11 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов отрасльсен ĕçне хакланă май промышленноç ÿсĕмлĕ çулпа малалла утнине çирĕплетрĕ. Промышленноç производствин индексĕ 16% танлашнă, тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 18% шайĕнче. Çапла вара çак кăтартусемпе Чăваш Ен 9-мĕш уйăх ĕнтĕ Атăлçи округĕнче малта. Предприятисем çак тапхăрта хăйсем туса кăларнă продукцие 500 миллиард тенкĕлĕх тиесе ăсатнă — çакă та рекорд шайĕнче. Система йĕркелекен предприятисен пысăк пайĕ çак ĕçе ÿстернĕ. Муниципалитетсем тăрăх пăхас тăк — Çĕмĕрлесем, Вăрмарсем, Шупашкар, Канаш хулисем, Йĕпреç округĕ ÿсĕмлĕ ĕçлени курăнать. Кăтартăва чакарнисем те пур: Çĕнĕ Шупашкар, Куславкка, Çĕрпÿ, Пăрачкав тата Хĕрлĕ Чутай. Ял хуçалăхĕнчи кăтартусем уйăх каяллахинчен улшăнман теме те юрать. Сĕт, çăмарта туса илесси хушăннă, аш-какай тĕлĕшпе лару-тăру иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен юларах пырать. Строительствăна илес тĕк — кăçал пурăнмалли 813 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямалла. Ку енĕпе теçетке ытла муниципалитет кăтартăвĕсем хушăннă, нумайăшĕнче вара чакнă. Вĕсен шутĕнче министр Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Елчĕк, Комсомольски округĕсене, ыттисене асăнчĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕх çинчен калас пулсан — МСП субъекчĕсен шучĕ 120 пине çитнĕ. Çав шутра — хăйсем тĕллĕн ĕçлекен 73,6 пин çын. Предпринимательлĕх сферинче паян 237 пин çын вăй хурать. Ĕçсĕрлĕх чакнинче çакăн витĕмĕ те пур. Уйăхри вăтам ĕç укçи чÿк уйăхĕнче 58,5 пин тенкĕпе танлашнă — çулталăк каяллахин 120% чухлĕ. Шалăвăн чăн ÿсĕмĕ те 10% пысăкрах. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 11 уйăха бюджет кăтартăвĕсене тĕпе хурса хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ планпа килĕшÿллĕн кăçал 117 миллиард тенке çитмелле, хальлĕхе ку кăтартăва 107,5 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланă — япăх мар. Çак виçере хамăрăн тупăш тÿпи курăмлă, вăл 22% чухлех хушăннă. Тăкаксем тĕлĕшпе вара ÿпкев пулчĕ. Çулталăк вĕçлениччен усă курмалли виçе 24 миллиард тенкĕрен те пысăкрах. Строительство, Вĕрентÿ, Ял хуçалăх, Ĕçлев, Транспорт министерствисем ĕçе кĕртмелли миллионсен калăпăшĕ самай пысăк — ĕçе васкатмалла. Хăйĕн шăпине татса парассине федераци укçи те кĕтет-ха — тата 2,3 миллиард тенке яхăн. Тивĕçлĕ министерствăсен унпа усă курассине те хăвăртлатмалла. Олег Николаев ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май «мĕн тумаллине кашниех пĕлнине» палăртрĕ — çав «пĕлÿпе» оперативлă усă курмалла кăна. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене пысăклатасси. Тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров Чăваш Ен тĕлĕшпе РФ Правительстви хаксен ÿсĕмĕн индексне 10,7% шайĕнче çирĕплетнĕ. Муниципалитетсене кура çак кăтартуран 4,8% ытла пăрăнма юрамасть. Коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем çитес çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улшăнĕç. 10 муниципалитетра граждансен тÿлевĕсем 10,7% ытла хăпармĕç, 11-шĕнче вара чи пысăк индекса 15,4% шайĕнче палăртнă — сăлтавлă тарифсене ĕçе кĕртмеллине тĕпе хунă. Ăшă энергийĕн хакĕ самаях хушăнассине Сергей Егоров Тĕп Банкăн тĕп ставки пысăккипе, çавăн пекех топливо хаклипе сăлтавларĕ. Çапах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организацисем тивĕçлĕ схемăсенче палăртнă пĕчĕкрех хаксемпе усă курĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çăлав ĕçне ырă чĕреллисем хутшăнаççĕ
Кирек хăш регионти пекех Чăваш Енре те çăлав службисем пур. Инкек сиксе тухсан вĕсем çав самантрах унпа кĕрешме, çынсене пулăшма васкаççĕ. Анчах тепĕр чухне çул кĕске мар пулнăран е ытти чăрмав тухнăран часах çитейменни те пулаять. Ун пек чухне ыркăмăллăхçăсем пурри самай çăмăллăх кÿрет.
Пушар хуралĕнчи волонтерсене тав турĕç
Раштавăн 5-мĕшĕнче Раççейĕпех Ыркăмăллăхçă /волонтер/ кунне паллă турĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕ вара ырă сăлтава пула ăна паллă тăвассине тепĕр эрнене куçарчĕ. Мĕншĕнне раштавăн 13-мĕшĕнче уява пухăннисене Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Валерий Зеленин ăнлантарчĕ. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕн чиркÿ настоятелĕ Алексей протоиерей /вăлах пушар хуралĕн хăйĕн ирĕкĕпе йĕркеленнĕ командин ертÿçи Алексей Чумерин/ Раççей МЧСĕн Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Раштавăн 5-мĕшĕнче ăна Мускавра чысланă. Иртнĕ эрнекун Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕнче Ыркăмăллăхçă кунне халалланă мероприятие кăçал лайăх кăтартусемпе палăрнă, ведомство конкурсĕсенче çĕнтернĕ волонтерсем пухăнчĕç. Вĕсене уяв ячĕпе саламланă май ведомство ертÿçи Валерий Зеленин çак тивĕçе хăйсем çине илекенсем мĕн тери яваплă утăм тунине палăртрĕ. «Республикăн аякри ялĕсенче пурăнакан ыркăмăллăхçăсем инкек тухсан чи йывăр ĕçе хăйсем çине илеççĕ, профессионал çăлавçăсем килсе çитиччен çулăм çулне пÿлеççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар хуралĕн командисем кăçал 15 вырăнта çулăма чарнă, 300 пушар сÿнтернĕ çĕре хутшăннă. Чĕре ыйтнипе çулăмпа кĕрешекенсем çавăн пекех профилактика мероприятийĕсем те ирттереççĕ», — терĕ Валерий Викторович. Çак кун чи хастар волонтерсене чысларĕç. Йĕпреç округĕнчи Березовка ялĕн пушар хуралĕн ирĕклĕ командин ертÿçине Вячеслав Раевские Раççей МЧСĕн Хисеп грамотине пачĕç. «Çăлав ĕçне пропагандăланăшăн» Раççей МЧСĕн медальне Чăваш Енри ВДПОн Улатăрти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Сергей Злодеев тивĕçрĕ. Пушар хуралĕн ĕçне хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакан Александр Гаврилова /Сĕнтĕрвăрри округĕ/, Евгений Никитина тата Сергей Васильева /Сĕнтĕрвăрри хули/ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Тав çырăвĕ пачĕ. Наци радиовĕн хумĕсем çинче «Путешествие в страну безопасности» кăларăм тухма тытăннăранпа виçĕ çул çитрĕ ĕнтĕ. Ăна Алина Герасимовăпа Виктор Дмитриев журналистсем, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ГИМС центрĕн аслă инспекторĕ Сергей Аршинов, Кÿкеçри хавшакрах сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан интернат шкулăн преподавателĕ Валерий Галямин тата Шупашкарти 4-мĕш гимнази вĕренекенĕ Анастасия Нягина ертсе пыраççĕ. Нумаях пулмасть ачасене хăрушсăрлăх йĕркине ăса хывма хăнăхтаракан кăларăм РусГидро ирттерекен «Энергия воды» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Халăхра хăрушсăрлăх йĕркине анлă сарассипе ĕçленĕшĕн тата çăлавçă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăшăн пултарулăх ушкăнĕ Раççей МЧСĕн Тав хутне илчĕ. Мероприяти вăхăтĕнче «Пушар хуралĕн хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ команди» республика смотр-конкурсĕнче мала тухнисене те чысларĕç. Пĕрремĕш вырăнта — Çĕмĕрле округĕн Хутар ялĕн команди, иккĕмĕшĕнче — Сĕнтĕрвăрри округĕн «Карапаш» команди, виççĕмĕшĕнче — Етĕрне округĕнчи Качикасси ялĕн ыркăмăллăхçисем. «Хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнакан чи лайăх пушарнăй» конкурсра вара Алексей Чумерин /Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕ/ çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — Петр Артемьев /Сĕнтĕрвăрри округĕнчи «Карапаш»/, 3-мĕшĕнче — Сергей Антонов /Етĕрне округĕнчи «Качикасси»/.
Ыр кăмăллăх команди йĕркеленĕ
Алексей протоиерей çынсен чунĕсемшĕн çеç мар, вĕсен хăрушлăхсăр пурнăçĕшĕн те тăрăшать. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕнчи чиркÿ настоятельне республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркелекенĕ пек пĕлеççĕ халĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, пушар хуралĕн ыркăмăллăхçисен конкурсĕнче вăл кăçал Раççей шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапах та çак ĕçе мĕнле пуçăннă-ха вăл? Çакăн пирки Алексей атте тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ. «Вунă çул каялла эпир юлташпа Александр Шлифановпа пĕрле пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркелеме шухăшларăмăр. Юлташăн хăйĕн гараж пур, унта пушар хуралĕн чаçĕ пултăр терĕмĕр. Егоркино ялĕнче икĕ хутчен пушар тухнăччĕ. Çĕмĕрлерен ку яла çитме çул çинче çур сехет иртет. Çавăнпа çакнашкал команда пулăшăвĕ кирлине туйса тăтăмăр. Чи малтанах эпир Çĕмĕрлери 23-мĕш пушар хуралĕн чаçне кайрăмăр. Вĕсем пирĕн шухăша çÿлерехрисемпе сÿтсе явма шантарчĕç. Унтан ВДПОн Çĕмĕрлери уйрăмне çитрĕмĕр, кайран — Шупашкарти уйрăма Светлана Сергеева патне. Хамăрăн шухăша пĕлтерсен Светлана Леонидовна малтан шанман пекрех пулчĕ. Кайран эпир ыйтнипе раштавăн 31-мĕшĕнче урăх ялти пушар машинине пирĕн пата туртса килсе лартрĕç. Унăн моторĕ те ĕçлеместчĕ. Хĕл иртиччен машинăна сÿтсе юсарăмăр, хамăр укçапа йĕркене кĕртрĕмĕр. Манăн юлташ Саша пушар чаçĕнчен 150-200 метрта пурăнать — çакă та лайăх ĕнтĕ. Малтан пирĕн командăра виçĕ-тăватă çын çеçчĕ. Унтан çамрăксем килчĕç те вун тăватă-вун пилĕк çынна çитрĕ», — аса илчĕ Алексей атте. Хутар ялĕнче пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркеленĕренпе вунă çул та иртрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра ыркăмăллăхçăсем çĕр ытла пушара сÿнтерме тухнă. Пĕтĕмпе вĕсем пилĕк яла пăхса тăраççĕ. Хутар варринерех вырнаçнăран пурин патне те çитме вăтамран пĕрешкел вăхăт каять. Тĕпрен илсен, Çĕмĕрлерен килекен пушарнăйсенчен икĕ хут хăвăртрах çитеççĕ теме пулать. Паллă ĕнтĕ, чиркÿре служба ирттернĕрен Алексей атте кашни пушара тухма пултараймасть, пушă пулсан — çитме тăрăшать. Ун пек чухне Александр Шлифанова яланах шанма пулать. Çавăн пекех юнашар ялсенче те пушар сÿнтерме хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансем пур. Çулăм сÿнтерме васкамалла чухне Алексей атте вĕсене шăнкăравласа чĕннине пĕлтерчĕ. «Ака уйăхĕнче типĕ курăк çунма пултарать, ăна сÿнтерме те васкатпăр эпир. Е мунча çунни час-час тĕл пулать. Çакăн сăлтавĕ – мăрьене тĕрĕс мар вырнаçтарнинче е кăмакине тĕрĕс мар тунинче. Тепĕр чухне пирĕн команда ытти яла та çитсе пулăшма васкать», — терĕ Алексей атте. Пушар тухсан хăйсемпе мĕнле çыхăнмаллине пушар хуралĕн ыркăмăллăхçисем халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пĕлтерсе тухнă та ĕнтĕ. Кирлĕ номере нумайăшĕ пăхмасăрах пĕлет. Хутар шкулĕнче ачасемпе час-часах тĕлпулусем йĕркеленине палăртрĕ Алексей атте. Унта вăл ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине аса илтерет. Пушар хуралĕн ирĕклĕ командисем валли йĕркелекен конкурссене Алексей Чумеринпа унăн команди темиçе çулах хутшăнать. Малтан вĕсем республика шайĕнче мала тухнă. Кайран федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 19 хула йышĕнче ăмăртса тивĕçлĕ вырăна тухнă. Александр Шлифанов хăйĕн ăсталăхне кăтартса уйрăм ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кайран коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче конкурса тÿррĕн хутшăнма май пулман, çакнашкал ăмăртусене онлайн мелĕпе ирттернĕ. «Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕнчен килсе эпир мĕнле ĕçленине видео ÿкерчĕç, Чулхулана ярса пачĕç. Малтан Чăваш Енре мала тухрăмăр, унтан федерацин Атăлçи тăрăхĕнче. Раççей шайĕнче вара кăçал сакăр регион хушшинче 2-мĕш вырăн пачĕç. Ăмăртусен вăхăтĕнче пирĕн унчченхи çитĕнÿсемпе паллашаççĕ. Çавăн пекех хамăрăн ăсталăха кăтартмалла», — каласа кăтартрĕ Алексей атте. Совет Союзĕн вăхăтĕнче кашни ял хуçалăхĕн хăйĕн пушар машини пулнине аса илчĕ вăл. Колхозсем саланнă хыççăн вĕсем пĕр ял хуçалăхĕнче те юлман. Анчах та вăл кирлĕ. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Денис ВАСИЛЬЕВ: Çынсем пăснă влаç тата влаç пăснă çынсем çинчен
Историрен паллă: авалхи Египет фараонĕсем те коррупципе кĕрешме хăтланнă — взятка илекен чиновниксене кăна мар, вĕсен ачисене те тĕрлĕ çăмăллăхсăр хăварнă. Анчах усал çак пулăм паян та чĕрĕ-сывă, тĕрлĕ майпа общество никĕсне кăшлать, халăхăн мĕн пур сийне сиен кÿрет. Унпа кĕрешесси мĕншĕн çапла ытла та кăткăс, республикăра коррупци тесе хаклакан преступленисемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех — çак тата ытти ыйтăва Чăваш Ен прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăракан пайĕн пуçлăхĕ Денис Васильев хуравларĕ.
Прокуратура тĕрĕслевĕсен материалĕсен йĕрĕпе
– Кăçалхи 11 уйăхра республика прокуратурин органĕсем коррупцие хирĕç саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăрас енĕпе курăмлă ĕç пурнăçланă, — терĕ Денис Александрович. – Прокурорсен тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх коррупципе сăлтавланнă 21 уголовлă ĕç пуçарнă. Танлаштарма: пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе те 19 уголовлă ĕç пулнă — кăçал халех çав кăтартуран иртрĕмĕр. Çийĕнчен следстви органĕсене панă материалсем татах пур — çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх уголовлă ĕçсен шучĕ хушăнĕ. Унсăр пуçне 89 юридици тытăмне тата уйрăм çынна коррупцие хирĕç требованисене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарнă. 4 юридици тытăмĕпе çыхăннă ĕç-пуç уйрăмах интереслĕ. Вĕсене РФ КоАПĕн 19.28 статйипе штрафланă. Сăмах юридици тытăмĕн ячĕпе е унăн интересĕсене тĕпе хурса саккуна пăсса укçа пани е пама шантарни пирки пырать. Уçăмлатам: пĕр-пĕр юридици тытăмĕн интересĕсене тĕпе хурса кам та пулин укçа парать, коммерци енĕпе сутăн илет. Компани ĕçченĕ, учредителĕ е вĕсем шаннипе çакна пурнăçлакан çын — вăл уйрăм çын. Ăна Уголовлă кодексăн 291 е 204 статйипе явап тыттараççĕ. Юридици тытăмĕ хăй вара административлă майпа явап тытать — штрафĕ самай пысăк. Вăт, 4 юридици тытăмне КоАПăн 19.28 статйипе явап тыттарнă, вĕсене 500-шер пин тенкĕлĕх штрафланă. 1,5 миллион тенкине вĕсем тÿленĕ ĕнтĕ. Пĕр йышăну тĕлĕшпе çăхав çырнă та — вăл пурнăçа кĕмен-ха. Пирĕн ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ — коррупцин экономика никĕсне хавшатасси. Сăмах чиновниксен правăна пăсса туяннă пурлăхне тупасси, патшалăх валли туртса илесси пирки пырать. Енчен те эпир пурлăха, калăпăр, взятка укçипе туяннине ĕнентерме пултартăмăр тăк — ăна конфискацилемелле. Унсăр пуçне саккун чиновниксен тăкакĕсене декларацилессине те палăртать. Уголовлă ĕç çук, анчах пурлăх туяннипе çыхăннă ĕçсем пур — эпир ведомствăсен кадрсен подразделенийĕсемпе пĕрле тăкаксене тĕрĕслетпĕр. КăÇал саккунлăхне Çирĕплетмен тупăшпа туяннă пурлăха патшалăх валли туртса илмелли тавăçа суда панă. Ăна тивĕÇтернĕ, шыраса илнĕ виÇе 6 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Çавăн пекех чиновниксен шучĕсем çине куçакан, вĕсен саккунлăхне çирĕплетмен тупăша патшалăх валли туртса илмелли практикăна та ĕçе кĕртме пуçларăмăр. Енчен те отчетлă çулталăкра чиновник е унăн çемйин членĕн шучĕ çине куçнă укçа виçи вĕсен 3 çулти тупăшĕнчен пысăкрах тăк — çакăн саккунлăхне, укçана кам тата мĕнле сăлтавпа куçарнине çирĕплетмелле. Çапла тумасан материалсене тавăç тăратма прокуратурăна параççĕ. Кăçал республика историйĕнче пуçласа патшалăх служащийĕсенчен пĕрин тĕлĕшпе çавнашкал тавăç тăратрăмăр. Çĕнĕ практика яланах йывăррăн пурнăçа кĕрет: çĕнĕ требованисем, правăпа çыхăннă вăл е ку процедура… Тавăçа хальлĕхе тишкермен-ха, анчах эпир пирĕн майлă йышăну пуласса кĕтетпĕр. Интерессен хирĕç тăрăвĕн тĕслĕхĕсене тупса палăртассипе, вĕсене сирессипе çыхăннă ĕç те курăмлă. 2024 çулхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче патшалăх е муниципалитет службинче, çавăн пекех бюджет тата автономи учрежденийĕсен ĕçĕнче таварсем, пулăшу ĕçĕсем сутăн илессинче интерессен хирĕç тăрăвне сирмелли саккун требованийĕсене уяман 49 çынна тупса палăртнă. Должноçри çынсенчен пĕрне шанăçран тухнипе ĕçрен хăтарнă та ĕнтĕ. Пĕр пайне административлă майпа явап тыттарнă, ыттисем тĕлĕшпе тĕрĕслев вĕçленмен-ха. Шанăçран тухнипе ĕçрен хăтарни çинчен калас тăк — вăл дисциплина енĕпе явап тыттарассин самай хаяр мелĕ пулса тăрать: çын должноçсăр юлни кăна мар — ăна федерацин тивĕçлĕ реестрне те кĕртеççĕ, пулас ĕç паракансем ăна ĕçе йышăнас умĕн, паллах, çав реестра пăхаççех. Кăçал прокурорсем ыйтнипе шанăçран тухнипе сăлтавласа пĕтĕмпе 7 çынна ĕçрен хăтарнă. Тимлĕх — пысăк должноçсенчи çынсем тĕлĕшпе – Право хуралĕн органĕсен ĕçне координацилесси те — прокуратура тивĕçĕсен шутĕнче. Коррупципе кĕрешес тĕлĕшпе вĕсене хăш самантсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистетĕр? – Вĕсен ĕçне коррупци сĕмĕллĕ, обществăшăн уйрăмах хăрушă преступленисем çине тĕллеме пултартăмăр тесе шутлатăп. Çакна çирĕплетекенни — обществăра шăв-шав Çĕк¬ленĕ тĕслĕхсем: республика Прବвитель¬ствин вице-пре¬мьерĕ, Республикăн пĕр¬лехи саккасÇă службин ертŸ¬ Çин Çумĕ, Территори аталанăвĕн институчĕн ертŸÇин Çумĕ, директор тивĕÇĕсене пурнăÇланăскер, Ну¬май хваттерлĕ Çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн директорĕн Çумĕ пулнă Çынсем тĕлĕшпе пуÇарнă уголовлă ĕÇсем. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн экспуçлăхĕ тĕлĕшпе приговор палăртнă. Шăпах пысăк должноçсенчи çынсем тунă коррупци преступленийĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе аван ĕçлени куçкĕрет. Çак тĕслĕхсем пурте право хуралĕн органĕсен ĕçĕнчи курăмлă улшăнăва çирĕплетеççĕ — преступленисен шутĕнчен вĕсен пахалăхĕ еннелле куçни палăрать. Чăваш Енре каварлашса коррупци сĕмĕллĕ преступленисем тунă ушкăнсене 10 çул ытла тупса палăртман. Кăçал çавнашкаллине те тăрă шыв çине кăларнă. Уголовлă ĕçе тишкерме суда панă ĕнтĕ. Çав ушкăн автотранспорта газ топливи çине куçарма бюджетран уйăрнă укçана вăрланă. Икĕ çула яхăнах ĕçленĕ — рольсене пайласа, вăрланă укçана легализацилесе… Коммерци енĕпе сутăн илнипе çыхăннă преступленисем çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Вĕсем те — коррупци. Çакăн пек шухăш пур: енчен те çын патшалăх службинче е бюджет сферинче ĕçлемест тĕк укçа илме юрать имĕш — ку нимĕнле преступлени те мар, унашкаллишĕн яваплăх та çук. Ку — йăнăш шухăш. Ан тив, коммерци организацийĕ пултăр — енчен те çын йĕркелÿпе хушусем парассин, администраципе хуçалăх функцийĕсене пурнăçлать, вăл е ку ĕçсемшĕн саккунсăр майпа укçа илет пулсан, çакă преступлени шутланать — коммерци енĕпе сутăн илни. Шел, паян экономика хăй те, патшалăх секторĕ шутланманскер, коррупци шурлăхĕнче пулнине куратпăр. Кăçал коммерци енĕпе сутăн илнипе çыхăннă 15 преступление тăрă шыв çине кăларнă — ку питĕ нумай. — Прокурорсен тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх пуçарнă 21 уголовлă ĕç, эпĕ ăнланнă тăрăх, коррупцин тулли ÿкерчĕкĕ мар-ха… – Прокуратура кăна мар, право хуралĕн органĕсем те тĕлĕрмеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра коррупципе çыхăннă 193 преступление тупса палăртнă. Çийĕнчен çакна та палăртмалла: пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе тунă преступленисене икĕ хут нумайрах тăрă шыв çине кăларнă. Вак-тĕвек мар, пысăк, обществăшăн чăннипех хăрушă преступленисем. Вак тĕслĕхсемпе статистикăна пуянлатасси кăткăс мар. Пĕлтĕр ку енĕпе генеральнăй прокурор енчен те кăтартусем пулнăччĕ: пысăк тата уйрăмах пысăк виÇепе, каварлашнă ушкăнсем, пысăк должноÇсенчи Çынсем тăвакан преступленисем тĕлĕшпе Çине тăрарах ĕçлемелле. Калăпăр, ПАИ инспекторĕ темиçе çĕр тенкĕ взятка илни е министр нумай миллион тенкĕ хапсăнни — обществăна кÿрекен хăрушлăх, килĕшетĕр пуль, пачах расна. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра пысăк должноçсенчи çынсем çапла хăтланни пушшех хăрушă — халăх влаçа шанассине хавшатать, обществăри кăмăл-сипете сиенлет. Çавăнпа та паян статистика цифрисем тĕпре мар ĕнтĕ. Генеральнăй прокурор та тивĕçлĕ тĕллев палăртать: граждансемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе çине тăрса ĕçлемелле. Калăпăр, шкул строительстви ниепле те вĕçленмест, больница ĕçлеме пăрахнă тăк тупса палăртнă тата пуçарнă уголовлă ĕçсен шучĕ пысăкки тивĕçлĕ кăтарту кÿмĕ, ку прокуратура надзорĕн тухăçлăхне ÿстермест. Çавăнпа ĕçе çĕнĕлле йĕркелетпĕр, мĕншĕн тесен типĕ статистика чăн ÿкерчĕке сăнламасть, цифрăсене вак-тĕвек преступленисемпе «вĕрсе» хăпартасси те часах. Пушăлла ĕçлени юрăхсăр – Çав вăхăтрах сиене саплаштарассипе çыхăннă ĕç те, ман шутпа, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн право хуралĕн органĕсем пушăлла ĕçленĕ пек пулса тухать — çапла мар-и? – Эсир пирĕн ĕçĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр çул-йĕрне палăртрăр. Вăрланине тавăраймастпăр тăк — преступление тупса палăртни, уçса пани мĕн усси? Прокуратура право хуралĕн органĕсем преступниксем кÿнĕ сиене саплаштарассине тивĕçтерес енĕпе мерăсем йышăннине тимлĕ сăнаса тăрать: фигурантсен пурлăхне шыраса тупмалла, ăна вăхăтра арестлемелле. Унсăрăн хваттерсене, машинăсене сутса ярĕç, урăх çынсен харпăрлăхне куçарĕç, укçана пытарĕç. Çак кăтарту çинчен калас тăк — коррупципе çыхăннă преступленисен сиенĕ паянхи кун тĕлне 25 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Хăйсен ирĕкĕпе хальлĕхе 6,3 миллиона яхăн тенкĕлĕх саплаштарнă. Фигурантсен пурлăхне вара 100 миллиона яхăн тенкĕлĕх арестленĕ. Енчен те тÿлемесен сиене çав пурлăх шучĕпе саплаштарĕç. — Арестленĕ пурлăх хакĕ мĕншĕн çавнашкал пысăк саппаспа? — Арест сиене саплаштарма кăна мар, штрафпа çыхăннă яваплăха тивĕçтерме те кирлĕ — çавăнпа. — Коррупци сĕмĕллĕ тĕслĕхсемшĕн вара штрафсем те, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, питĕ пысăк. — Взяткăшăн — унăн 80-100 виçи таранах. — Данилов вице-премьерăн, 50 миллион тенкĕ взятка илнĕскерĕн, мĕнешкел штраф тÿлеме тивессине тавçăрма та йывăр! — Ан васкăр, пĕтĕмпех апла ансат мар. Çакна та асра тытмалла: уголовлă яваплăх ăна пурнăçлассин критерийĕпе çураçуллă пулмалла — суд çакна та тĕпе хурать. Чи пысăк штраф виçипе айăпа йывăрлатакан самантсем чи нумай тĕслĕхре усă кураççĕ. Тепĕр самант: 80-100 виçе — айăплавăн тĕп тĕсĕ чухне, çынна ирĕксĕр хăвармасан, усă куракан яваплăх. Взятка илнĕскере ирĕксĕр хăварас пулсан, РФ Уголовлă кодексăн 290 статйин 6-мĕш пайĕ вара айăплине 8-15 çуллăха ирĕксĕр хăварассине палăртать, штраф хушма яваплăх пулать — взяткăн 70 виçи таран. Взятка тĕслĕхĕсенче штраф çирĕп виçепе те пулма пултарать — 3 миллион тенкĕрен пуçласа 5 миллион таран. Е — айăпланнăскерĕн 3-5 çулти тапхăрти ĕç укçи е ытти тупăшĕ чухлĕ. Яваплăх системи çапла тĕрлĕренни тĕрлĕ ларутăру пулма пултарассипе çыхăннă. Калăпăр, çын бюджет тытăмĕнче ĕçлет — шалăвĕ ăмсанмалăх çук. Анчах пурлăхĕ пысăк. Ăнланмалла, взяткăн пĕр тĕслĕхĕ кăна çиеле тухĕ, чăннипе вара вăл чылай çул взятка илсе пурăннă-тăр. Бюджет тытăмĕнче ĕçленине кура прокурор унăн пурлăхне патшалăх валли туртса илмелли тавăç тăратаймасть, мĕншĕн тесен вăл тăкаксене тĕрĕслемелли суб±ект мар — патшалăх е муниципалитет служащийĕсен йышне кĕмест. Çак лару-тăрура суд унăн пурлăхне шута илсе взяткăн 70 виçилĕх штраф палăртма пултарать. Мĕншĕн тесен курать: фигурант питĕ пуян — пурлăхĕ тупăшĕпе шайлашуллă мар. 1 миллион тенкĕлĕх кăна штрафласан вăл ăна туймĕ те. Акă мĕншĕн тĕрлĕ яваплăх палăртакан системăна ĕçе кĕртнĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Халăх культури урлă пуласлăх сăнарĕ калăпланать
Пĕр чĕлхерен ытларах пĕлекенсем – телейлĕ çынсем. Вĕсен пуç мими те лайăхрах ĕçлет, ватлăх кунĕсенче Альцгеймер чирĕпе аптăрас хăрушлăх та сахалрах. Çакна ăсчахсем çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Шел, хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ку чăнлăха ăнланса илеймен-ха: ачисен пĕр чĕлхе пĕлсен те çитет тесе шухăшлаççĕ, май пур çĕртех тăван чĕлхене вĕрентмеççĕ.
Александр Пушкин – тĕрлĕ чĕлхепе
Раççейре питĕ нумай халăх пурăнать. Хăшĕ-пĕрин чĕлхи калаçу шайĕнче çеç пур. Çавăнпа тăван чĕлхене упраса хăварасси вĕсен умĕнче тата пысăкрах йывăрлăх кăларса тăратать. Ку енчен пире, чăвашсене, ăннă — тăван чĕлхепе калаçма, ăна аталантарма пĕтĕм май пур, унпа усă курасси хамăртан çеç килет. Тĕрлĕ регионта вырăнти чĕлхесене упрама, аталантарма мĕн тăваççĕ? Тĕпрен илсен, шăпах çак ыйту тавра калаçрĕç те раштавăн 10-11-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ «Раççей Федерацийĕнчи чĕлхе политики» форумра. Мероприятие çулленех Федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентстви йĕркелет. Кăçал форума Александр Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине халалланă. Çавăнпах пĕрлехи лару теми те аслă поэтăмăрпах çыхăннă. Тÿрех палăртам: форумăн икĕ кунĕнче те чăваш тени янăрасах тăчĕ, мĕншĕн тесен регионăн Культура министерстви сĕннипе унта пирĕн республикăран пиллĕкĕн хутшăнчĕç: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă ĕçченĕ Олег Студенцов тата наукăн кĕçĕн ĕçченĕ Денис Леонтьев, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн доценчĕ Эдуард Фомин, Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр специалисчĕ Вера Иванова журналист тата çак йĕркесен авторĕ. Александр Пушкинăн сăввисене нумай чĕлхене куçарнă, çав шутра — чăвашла та. Ав, кăçал Василий Кервен поэт Пушкина чăвашла куçарса кĕнеке те кăларчĕ. Форум вăхăтĕнче аслă поэтăн сăввисене тĕрлĕ чĕлхепе итлеме тата вулама май килчĕ. Çав вăхăтрах наци чĕлхисенчен вырăсла куçарас кăткăслăх пирки те сăмах пулчĕ. «Куçару – халăхсен хушшинчи çыхăну служби», — Самуил Маршак сăмахĕсене аса илтерчĕ «Роман-газета» литература журналĕн тĕп редакторĕ Юрий Козлов. Ку ĕç тÿлевлĕ пулмаллине те палăртрĕ вăл. «Çамрăк авторсене лайăх куçаруçă тупма йывăртарах. Çапах ку енĕпе те ĕçлетпĕр», — терĕ Юрий Вильямович.
Ашшĕ-амăшĕн çĕнĕ ăрăвĕ ÿсрĕ те…
Чĕлхере халăх культури курăнать. Çакăн çинчен калаçрĕç те пĕрремĕш панель сессийĕнче. «Халĕ пирĕн тăван чĕлхене япăх пĕлекен ашшĕамăшĕн çĕнĕ ăрăвĕ ÿссе çитрĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ валли курссем хатĕрлетпĕр, çемьесемпе тăрăшса ĕçлетпĕр», — терĕ Алтай Республикин Патшалăх Пухăвĕн комитечĕн председателĕ Наталья Екеева. Форумра сăмах илекенсем çавăн пекех наци культури урлă пуласлăх сăнарне калăплассине палăртрĕç. Çапла тумасăр пуласлăх аталанаймасть текен шухăш пулчĕ. Эдуард Фомин чăваш литературин наци хăйне евĕрлĕхĕ çинчен доклад хатĕрленĕ. Ку ыйтăва тĕпченĕ чухне вăл студентсене те явăçтарнине палăртрĕ. 2-мĕш панель сессийĕнче йăлана кĕнĕ массăллă информаци хатĕрĕсемпе цифра платформинче тăван чĕлхене аталантарас ыйтăва сÿтсе яврĕç. Сăмахран, Дагестан патшалăх университечĕн профессорĕ Марина Гасанова республикăри тĕрлĕ чĕлхелĕх çинчен каласан ăна çапла сĕнекен тупăнчĕ: «Ачасем валли тăван чĕлхепе тухакан хаçатра конкурссем ирттермелле, ку вара тăван чĕлхепе тата хаçат-журналпа кăсăкланассине ÿстерĕ». Марина Аюбовна ку шухăшпа килĕшрĕ. Сăмах май, пирĕн республикăра та ачасем çавнашкал конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн специалисчĕн Вера Ивановăн тата «Хыпар» Издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕн Лариса Петровăн доклачĕ — социаллă сетьсенче страницăна икĕ чĕлхепе /вырăсла тата чăвашла/ тытса пырасси çинчен. Çавна май хăйсен страницисене чăвашла тата икĕ чĕлхепе тытса пыракан блогерсен ĕç-хĕлне тишкернĕ, вĕсене пăхса тăракансене ытларах мĕн илĕртнине тĕпчесе пĕлнĕ. Постсене икĕ чĕлхепе хатĕрлени чăвашлăхпа кăсăкланакансен шутне ÿстерет-мĕн. Олег Студенцов хальхи тапхăрта чăваш чĕлхи радиора, телекуравра тата интернетра мĕнле тивĕç пурнăçлани çинчен каласа кăтартрĕ. Сăмах май, Олег Ростиславович ку форума кăçал тăваттăмĕш хутчен килнĕ.
— Кашни çулах кăсăклă докладсем итлетĕп. Çĕпĕртен, Инçет Хĕвел тухăçĕнчен килнĕ чĕлхеçĕсем, хастарсем, чĕлхепе ĕçлекен блогерсем нумай тухса калаçрĕç. «Яндекс» компанин политикипе çыхăннă докладсем питĕ килĕшрĕç. Кун пек форумсене, паллах, хутшăнмалла, мĕншĕн тесен эпир кунта пысăк опыт пухатпăр. Тутарсем, пушкăртсем, çармăссем, ыттисем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли чăннипех те питĕ нумай. Чĕлхе политикине Раççейре тимлĕ тытса пыни палăрчĕ. Мĕн ачаранпах тăван чĕлхене юратса вĕрентмешкĕн техника хатĕрĕсемпе, интернетпа, цифра технологийĕпе усă курса нумай ĕç тума пулать иккен. Питĕ усăллă пулчĕ», — терĕ вăл.
Нейросеть чăвашла ăнланĕ
Тепĕр кун форум ĕçĕ малалла тăсăлчĕ. 2022-2032 çулсенче Раççей Федерацийĕнче тымар халăхсен пĕтĕм тĕнчери вунă çуллăхĕ иртет. Унпа килĕшÿллĕн мĕнле ĕçсем ирттерессине Наци йĕркелÿ комитечĕн уçă ларăвĕнче сÿтсе яврĕç. Çавна май тымар халăхсене тăван чĕлхене аталантармашкăн пулăшма ку таранччен мĕнле ĕçсем тунине те пăхса тухрĕç. Ку тĕлĕшрен регионсенче Халăхсен туслăхĕн çурчĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем тĕрлĕ мероприяти ирттерсе çакăн пирки тĕрлĕ лапамра хыпарласах тăраççĕ. Пирĕн республика ку енĕпе малтисен йышĕнче. Çавăн пекех чĕлхе ан çухалтăр, унпа кăсăкланакансем тупăнсах тăччăр тесен онлайн куçару ĕçне йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, халĕ Раççейри чĕлхесене «Яндекскуçаруçă» сервиса кĕртес ĕç хĕрсе пырать.
— Пур чĕлхене те «Яндекс-куçаруçă» сервиса кĕртĕпĕр. Ку килекен ăрушăн усăллă пулĕ. Çапла майпа эпир чĕлхене пĕлессине те, çав чĕлхепе вĕренĕве йĕркелессине те витĕм кÿретпĕр. Çавăнпа хамăр валли цифровизаципе çыхăннă стратеги суйларăмăр. Унсăр пуçне вырăс чĕлхине аталантарассипе, унăн пахалăхне ÿстерессипе те ĕçлетпĕр. «Яндекс-куçаруçă» сервиса нумай чĕлхе кĕртме пире регионсен пулăшăвĕ кирлĕ, вĕсемсĕр ку ĕçе тăваймастпăр. Пирĕн кăтартусем кашни çул ÿссе пымалла. Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, — терĕ Раççей халăхĕсен çурчĕн директорĕ Анна Полежаева.
3-мĕш панель сессийĕнче шăпах çĕршыври халăхсен чĕлхисене цифра хутлăхĕнче аталантарасси тавра калаçу пулчĕ. Денис Леонтьев чăваш чĕлхин корпусĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ:
— Ку форума унччен те хутшăннăччĕ. Çухалас патне çитнĕ чĕлхесене упраса хăварас тĕлĕшпе регионсенче пысăк ĕçсем тăваççĕ. IT-специалист куçĕпе пăхса çапла калама пултаратăп: эпир чĕлхе çухаласран ăна компьютер базинче те пулин упраса хăваратпăр. Çапла майпа Раççейри вак халăхсен культури те сыхланса юлать. Пушкăртстанра, сăмахран, пушкăрт «Алисине» хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Эпир те вырăнта тăмастпăр. Нумаях пулмасть пирĕн институт «Яндекспа» пĕрле чăваш пуплевĕн синтезаторне хатĕрлерĕ. Чăвашла калаçакан педагогсем пулăшнипе çĕр пин сăмах çаврăнăшĕллĕ база пухрăмăр. Çапла нейросете вĕрентнĕ хыççăн вăл малашне чăваш пуплевне ăнланма тытăнĕ, – терĕ Денис Михайлович. Форумра чăваш чĕлхи çинчен калаçакан тепĕр специалист та пулчĕ. Вăл — Мускавра пурăнакан Константин Глухарев, ИТ-проектсен менеджерĕ. Константин Александрович Android тата iOS операци тытăмĕсене Unicode CLDR никĕсĕ çинче чăвашла куçарассипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. — 2022 çулта Мускавра чăваш чĕлхин клубне çÿреме тытăнтăм. Кукамай чăваш пулнăран çак чĕлхе маншăн тахçанах кăсăклăччĕ. Калаçусем ирттернĕ май цифра хутлăхĕнче чăваш чĕлхи те пултăр тесе мĕн те пулин тумалла терĕмĕр. Ку проектпа 2023 çулта ĕçлеме тытăнтăм. 2024 çулта пĕтĕм куçару хатĕр пулчĕ. Халĕ, шел те, Юникод çак куçарусене мĕнле йышăнассипе кăштах кăткăслăхсем сиксе тухрĕç. 2025 çулта проект ăнăçлă вĕçленессе шанатăп. Эпир тăрăшса ĕçлени усăллă пуласса ĕненес килет, — терĕ Константин Александрович. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас