Новости по теме

11 Ака, 2022

177 шкул çĕнелĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсене юсамалли комплекслă программăна пурнăçлас ыйтупа сăмах илчĕ. 50% ытла юхăннă мĕн пур шкул программăна кĕнĕ.

11 Ака, 2022

Чăваш Ен Донбасс çыннисене тарават

Шăматкун патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади уçăлчĕ те — тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ: «2021 çулта çак мероприятине пандемие пула йĕркелеменччĕ. Халĕ тепĕр хут пуçартăмăр — ырă пулăм».

8 Ака, 2022

Пурте - балет фестивальне

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери 26-мĕш балет фестивалĕ пĕр актлă "ТИТАН'иЯ", "Болеро" балетпа уçăлчĕ.

Лартаканĕсем - Софья Гайдукова, Константин Матулевский (Мускав). Спектакль никĕсĕнче - Шекспирăн "Сон в летнюю ночь" хайлавĕ.

8 Ака, 2022

"Элара" ĕç коллективĕ "Хĕрарăма мухтар" конкурсра çĕнтерчĕ

Паян Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенчи хĕрарăмсен ĕç коллективĕсем "Хĕрарăма мухтар" фестиваль конкурса хутшăнчĕç. Вăл республикăри Хĕрарăмсен союзĕпе Ашшĕсен канашĕн пуçарăвĕпе иртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрарăм ачана пурнăç парнеленисĕр пуçне хăйĕн ăшшине никамшăн та шеллеменнине палăртрĕ. Пĕр ушкăна чăмăртаннисен тăрăшулăхне кура ĕç кал-кал пынине каларĕ.

8 Ака, 2022

Пенсие маларах парӗҫ

Ку уйӑхра республикӑри тăватă ялта пурăнакансем пенсие маларах илӗҫ.

Ҫурхи ейӗве пула. Почтальонсем шыв илес хӑрушлӑхри ял ҫыннисене — Ҫӗмӗрле районĕнчи Анат Макарин ялӗпе Автобус посёлокӗнчисене, Патăрьел районĕнчи Вӑтаелпе Тутар Тимешӗнче пурнакансене — укҫана ҫак кунсенче пырса парӗҫ.

8 Ака, 2022

Грант пулăшу кӳрӗ

Паян ял хуçалăх министерствинче гранта тивĕçес текенсенчен документсем пухма тытăннӑ. 

Ҫемье фермисене аталантаракансене, ял хуçалăх кооперативӗсене тата хуҫалӑха ҫӗнӗ производствӑсем хута яма пулӑшакан "Агропрогресс" гранта тивӗҫес кӑмӑллисене пӗр тӑхтамасӑр ведомствӑна шӑнкӑравлама е килме ыйтаҫҫӗ. 

Документсене хатĕрлесе тултарма та пулӑшаҫҫӗ министерство специалисчӗсем! 

Аграрисен заявкисене ака уйăхĕн 27 - мӗшӗччен йышăнаҫҫӗ. 

Кӑҫал сахалтан та 5 фермера, 2 кооператива тата 1 ял хуçалăх предприятине хавхалантарасшăн ведомствӑра.

8 Ака, 2022

«Хăваламалла» вылякан транспорта патшалăхăн пулăшмалла-и?

Паян влаçсен енчен экономика тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки лару-тăрăва курса тăма кăна мар, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнма кирлĕ.

Çакна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнекун санкцисен условийĕсенче экономика çирĕплĕхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвĕнче тепĕр хут çирĕплетрĕ. Республика шайĕнче тĕрлĕ отрасль енĕпе ĕç ушкăнĕсем туса хунă. Вĕсем предприятисен умне тухса тăракан ыйтусене оперативлă тишкереççĕ, федераци шайĕнче татса памалли сĕнӳсем хатĕрлеççĕ.

8 Ака, 2022

Петӗр Хусанкай сăввине каласа флешмоба хутшăнмалли вăхăт вĕçленсе пырать

Петӗр Хусанкай сăввине каласа флешмоба хутшăнмалли вăхăт вĕçленсе пырать. Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн, ака уйăхĕн 20-мӗшӗнче, "Петӗр Хусанкай сӑввисене вулатпăр" флешмоба пӗтӗмлетӗҫ.
Ӑна кӑрлач уйăхĕнче аслӑ поэтӑмӑрӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай чӗлхеҫӗ «Малалла-ха пурнăç, малалла…» сӑввипе пуҫланăччĕ.

7 Ака, 2022

Стройкăсене васкатмалла

Раççей Правительстви инфратытăм аталанăвĕ валли уйăракан укçана ытларах илсе унпа тухăçлă усă курмалла. Çакăн пек тĕллев лартрĕ строительство отраслĕ умне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Pages