Комментари хушас

8 Ака, 2022

Грант пулăшу кӳрӗ

Паян ял хуçалăх министерствинче гранта тивĕçес текенсенчен документсем пухма тытăннӑ. 

Ҫемье фермисене аталантаракансене, ял хуçалăх кооперативӗсене тата хуҫалӑха ҫӗнӗ производствӑсем хута яма пулӑшакан "Агропрогресс" гранта тивӗҫес кӑмӑллисене пӗр тӑхтамасӑр ведомствӑна шӑнкӑравлама е килме ыйтаҫҫӗ. 

Документсене хатĕрлесе тултарма та пулӑшаҫҫӗ министерство специалисчӗсем! 

Аграрисен заявкисене ака уйăхĕн 27 - мӗшӗччен йышăнаҫҫӗ. 

Кӑҫал сахалтан та 5 фермера, 2 кооператива тата 1 ял хуçалăх предприятине хавхалантарасшăн ведомствӑра.