Комментари хушас

8 Ака, 2022

"Элара" ĕç коллективĕ "Хĕрарăма мухтар" конкурсра çĕнтерчĕ

Паян Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти предприятисенчи хĕрарăмсен ĕç коллективĕсем "Хĕрарăма мухтар" фестиваль конкурса хутшăнчĕç. Вăл республикăри Хĕрарăмсен союзĕпе Ашшĕсен канашĕн пуçарăвĕпе иртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрарăм ачана пурнăç парнеленисĕр пуçне хăйĕн ăшшине никамшăн та шеллеменнине палăртрĕ. Пĕр ушкăна чăмăртаннисен тăрăшулăхне кура ĕç кал-кал пынине каларĕ.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева пурне те кăсăклă "çул çÿреве" чĕнчĕ. Апла тăк кайрăмăр. Конкурса хутшăнакан 6 организаци хăйĕн кулленхи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Хĕрарăмсем апат хатĕрлес ăсталăхпа палăрчĕç, паллă картинăсене чĕрĕлĕх кĕртрĕç, предприятири сумлă çынсем çинчен каласа кăтартрĕç.

"Элара" наукăпа производство комплексӗн команди çĕнтерчĕ. Ыттисене те тĕрлĕ номинацире палăртрĕç.

www.hypar.ru Марина Тумаланова сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: