Новости по теме

21 Ака, 2022

Асăну çулăмĕ ан сÿнтĕр

Патшалăх Думин депутачĕсем асăну çулăмĕсене çутçанталăк газĕпе тÿлевсĕрех тивĕçтересси çинчен калакан саккуна йышăннă.

Çак çĕнĕлĕх Асăну çулăмĕсене пĕрмаях ĕçлеме май парĕ. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр регионсенче тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçне хунă паттăрсене чысласа вырнаçтарнă Асăну çулăмĕсене перекет тĕллевĕпе хушăран сÿнтернĕ пулнă. Халĕ вара пур тăрăхра та çак тăкаксене çĕршыв хыснинчен саплаштарса парĕç. Палăртса хăвармалла – Раççейре паянхи куна 2825 Асăну çулăмĕ шутланать.

21 Ака, 2022

Операци чĕрене пулăшать

2,5 пин кăткăс операци пурнăçланă чăваш кардиологĕсем 2021 çулта! Ку вăл иртнĕ çулхинчен 500 операци ытларах!

Пуринчен пахи – пирĕн тухтăрсем халĕ кăткăс операцисене хăйсемех пурнăçлаççĕ, ентешĕмĕрсен 97% тăван республикăрах пулăшăва тивĕçет. 2021-мĕш çулта чăваш кардиологĕсем пысăк ÿсĕм тунă – аорта клапанĕсене улăштарма тытăннă! Унсăр пуçне кардиостимулятор нумай вырнаçтарнă.

www.hypar.ru
 

21 Ака, 2022

Декларацие вӑхӑтра тултармалла

Федерацин налук служби çулталăкра илнĕ тупăша пĕтĕмлетсе деклараци тăратмалли тапхăр вĕçленсе пыни пирки аса илтерет.

Документа çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен тултарса налук службин вырăнти уйрăмне илсе килсе памалла. Е Федерацин налук службин сайтĕнче харпăр хăйĕн пÿлĕмĕнче тăратмалла. Вăхăтра тумасан – штраф тÿлеттереççĕ.

21 Ака, 2022

Уяв кунĕсене тăсмĕç

Çу уйăхĕнчи кану кунĕсене çирĕплетнĕ йĕркепех хăварĕç. Хушма кану кунĕсем тăвассине Раççей Правительстви ырламан. Çапах та регионсене хăйсем тĕллĕн йышăну тума ирĕк панă.

Ĕç календарĕнче палăртнă тăрăх, çу уйăхĕн 4-6-мĕшĕсем – ĕç кунĕсем. Регионсем шăпах çак виçĕ кун канма ирĕк памашкăн пултараççĕ.

www.hypar.ru

21 Ака, 2022

Ковид-госпитале пăрахăçланă

Улатăр тăрăхĕнче пурнакан хĕрарăмсен 2 çула яхăн гинеколог пулăшăвне тивĕçме Çĕмĕрлене çÿреме тивнĕ. Тинех район больницин ача çуратмалли уйрăмĕ ковид-госпиталь пулма пăрахнă.

Гинекологи уйрăмĕ тĕплĕ дезинфекци хыççăн хăйĕн тĕп тивĕçне пурнăçлама тытăннă. Кунта дезинфекци тунă, пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Анчах та ача çуратмалли уйрăм санитари нормисене пăхăнмасть иккен, çавăнпа та хĕр арăмсене «çăмăлланма» Çĕмĕрлери медицина центрне яраççĕ. Акушер уйрăмне тĕпрен юсас тĕллевпе проектпа смета хучĕсене йĕркелеме тытăннă.

21 Ака, 2022

Депутатсем юн панă

Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Донбасри аманнă салтаксене пулăшма юн панă. Ырă кăмăллăх акцийĕ шăпах Донор кунĕнче пулнă.

«Донбасри салтаксене халĕ юн калама çук кирлĕ. Хам тухтăр пулнăран çакна питĕ лайăх ăнланатăп», - палăртнă шухăшне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿçи Леонид Черкесов. Юн тата унăн компоненчĕсен банкне «пуянлатнă» депутатсем çак ĕçшĕн уйăракан укçана тĕпĕ-йĕрĕпех Донбасс халăхне пулăшма янă, кăшт та пулин усă кÿрессе шаннине палăртнă.

21 Ака, 2022

«Лидера» панкрута кăларасшăн

Строительство министерствин ĕçченĕсем ятарласа çак строительство компанийĕ ĕçлекен лаптăксене çитсе курнă.

«Гагарин» çурт-йĕр комплексĕн 1-мĕшпе 2-мĕш позицийĕнче ĕç çав тери вăраххăн пурнăçланать. «Кувшинка» çурт-йĕр комплексĕнчи 19-мĕшпе 3-мĕш тата 3А позицисенче вара пачах та ĕç пурнăçланмасть.

Çавна кура, строительство министерстви «Лидер» компание панкрута кăларас ыйтупа суда тавăç тăратнă. Лару ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулĕ.

21 Ака, 2022

"Химпром" продукцине пурте туянасшăн

«Химпром» общество туса кăларакан йÿçĕтнĕ водород хутăшне туянакансен йышĕ кунран кун ÿссе пырать. Ку - Европăри предприятисем тăратнă санкцисен ырă витĕмĕ.

Çавна кура, Çĕнĕ Шупашкарти химиксен туса кăларакан йÿçĕтнĕ водород калăпăшне 50% яхăн ÿстерме тивнĕ. Çавăн пекех, предприятирен хлор, кальций гипохлоритне, хлорметансемпе натрий перкарбонатне нумай туяннине палăртма пулать.

20 Ака, 2022

Аякри йăхташсене чăваш кĕввипе савăнтарнă

«Питĕ илемлĕ, чаплă концерт курса тĕлĕнтĕмĕр. Юррисем чуна уçаççĕ, ташшисем урасене пĕр вырăнта тăратмаççĕ! Сывламасăр пăхма пулать артистсем сцена çинче тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем пек вĕçсе çӳренине! Тумĕсем мĕнле капăр, кашни ташăн хăйĕн тĕсĕ. Маттурсем!» Çапларах тав туса мухтанă Çтерлĕ хулинчи чăвашсем Шупашкар артисчĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ хыççăн.

20 Ака, 2022

Екатерина Ананьева - чи лайӑх вĕрентекен

"Ҫĕнĕ Шупашкар хулинче ҫав тери ӑслӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ, пултаруллӑ педагогсем вӑй хураҫҫĕ. Вĕсемпе пĕрле ĕҫлеме пӳрнĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Ҫакӑн пек конкурссем йĕркеленĕшӗн тав тӑватӑп", - терĕ Екатерина Ананьева "Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель-2022" конкурс ҫĕнтерӳҫи.

Pages