Комментари хушас

21 Ака, 2022

"Химпром" продукцине пурте туянасшăн

«Химпром» общество туса кăларакан йÿçĕтнĕ водород хутăшне туянакансен йышĕ кунран кун ÿссе пырать. Ку - Европăри предприятисем тăратнă санкцисен ырă витĕмĕ.

Çавна кура, Çĕнĕ Шупашкарти химиксен туса кăларакан йÿçĕтнĕ водород калăпăшне 50% яхăн ÿстерме тивнĕ. Çавăн пекех, предприятирен хлор, кальций гипохлоритне, хлорметансемпе натрий перкарбонатне нумай туяннине палăртма пулать.

Çывăх вăхăтра вара ятарлă контракт çирĕплетесшĕн – СПИК 2.0 ятлă килĕшÿ предприятире çĕнĕ производство хута яма пулăшĕ. Йÿçĕтнĕ водорода антрахинлă меслетпе туса кăларма тытăнĕç. Ку - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çулсерен 50 пин тоннăна яхăн усăллă хутăш туса кăларма май парĕ.

www.hypar.ru