Екатерина Ананьева - чи лайӑх вĕрентекен
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/04/barvggrstlvnrjphtd04fmlczm_k7r0ncm4iha_y8ockg2woizhmpx8vz-an6i8ffhvqu2q53lukrbmlw0-b5tpr.jpg)
"Ҫĕнĕ Шупашкар хулинче ҫав тери ӑслӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ, пултаруллӑ педагогсем вӑй хураҫҫĕ. Вĕсемпе пĕрле ĕҫлеме пӳрнĕшĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Ҫакӑн пек конкурссем йĕркеленĕшӗн тав тӑватӑп", - терĕ Екатерина Ананьева "Ҫулталӑкри чи лайӑх учитель-2022" конкурс ҫĕнтерӳҫи.
Екатерина Владимировна Ҫĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкулта ют чĕлхесене вĕрентет. Асӑннӑ шкулта 3 ҫул ĕҫлет вӑл. Ҫапла, паян республикӑра педагогика ӑсталӑхĕн професси конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисене чысларĕҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров хутшӑнчĕҫ. "Педагогика дебючĕ" конкурсра Трак шкулĕнче кĕҫĕн классене вĕрентекен Екатерина Кузнецова ҫĕнтерчĕ. Муркаш районĕнчи Мӑн Сĕнтĕр шкулĕнчи Елена Жагерева "Чи лайӑх класс ертӳҫи" ята тивĕҫрĕ. Канаш районĕнчи Ҫеҫпĕл шкулĕнчи Ольга Гаврилова "Социаллӑ педагог-2022" конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса тӑчĕ.
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.
Комментари хушас