Новости по теме

1 Çу, 2022

Ҫуркуннепе ӗҫ уявне туслӑ йышпа уявларӗҫ

Шупашкарта паян Çуркуннепе Ӗç уявне анлӑн паллӑ турӗç.
Пандемие пула 2020 тата 2021 çулсенче пӗрле пухӑнманччӗ халӑх. Паян вара хулари мӗн пур предприяти, учреждени, организаци ӗçченӗсем Шупашкарӑн тӗп урамӗпе утса иртрĕç. Çӗр-çӗр кӑна мар, пин-пин çынран тӑракан колонна вӗçӗ-хӗрри те курӑнмарӗ. Унӑн пуçӗнче ЧР Пуçлӑхӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталья Николаевапа, депутатсем, ытти тӳре-шара, сумлá хӑнасем пулчéç.

30 Ака, 2022

"Астăвăм сачĕ" акци пуçланчĕ

Паян республика Пуçлăхĕ  Олег Николаев Халăхсен хушшинчи "Астăвăм сачĕ" акцие йышăннине пĕлтерсе  Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче туя лартрĕ. Ку ĕçе республикăри кашни район хутшăнать.  Йывăç лартни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăра асра тытнине кăтартать.
Олег Алексеевич  Раççей  Президенчĕ Владимир Путин акци йĕркелеме сĕннĕ волонтерсен пуçарăвне ырласа йышăннине палăртрĕ, ку ĕç тĕнчери паянхи лару-тăpăва шута илсе илсе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулни çине пусăм турĕ. 

30 Ака, 2022

Паян Чáваш Республики Донбаса черетлé хутчен гуманитари пулáшáвé áсатрé

Общество организацийéсем, предприятисем, ырá чунлá çынсем ку таранччен 173 тонна пулáшу янá. Тáванла халáха пулáшма паян тата 60 тонна продукци çула тухрé. Раççей ытти регионéнче тултарнá вакунсемпе пéрлешсе пулáшу çывáх вáхáтра вырáна çитé.
Гуманитари пулáшáвне áсатма Чáваш Республикин Пуçлáхé Олег Николаев, РФ Патшалáх Думин депутачéсем Алла Салаева тата Анатолий Аксаков хутшáнчéç.

28 Ака, 2022

Хăтлăх кĕртес ĕçе пурте хутшăнар

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра  хăтлăх кĕртмелли вырăнсене суйлас ĕç пуçланчĕ. Ентешĕмĕрсем те пĕрлĕхлĕ ĕçе хастар хутшăнаççĕ – 40 пине яхăн çын сасăлама ĕлкĕрнĕ.

28 Ака, 2022

Вăрман хуралçисене те пулăшу кÿрĕç

Малашне ял тăрăхĕнче çурт-йĕр çавăрма е туянма май паракан укçана тивĕçме пултаракансен йышĕ ÿсет.

Çак пулăшăва илме тивĕçлисен шутне вăрман хуралçисене кĕртнĕ. Тата вăрмансене хÿтĕлессипе тата лартассипе тимлекен патшалăх органĕсенче тăрăшакансен те укçана тивĕçме ирĕк пулĕ. Унсăр пуçне, социаллă пулăшăва панине çирĕплетекен свидетельствăна усă курмалли тапхăра та ÿстернĕ: çурт хăпартакансен ку укçапа 2 çулта усă курмалла, туянакансен - çулталăкра.

28 Ака, 2022

«Уй-хир кунне» йыхравлаççĕ

Ял хуçалăх министерстви «Уй-хир кунне» ирттерме хатĕрленет. Кăçалхи ĕç-пуç утă уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнче пулĕ.

Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене, хăватлă техникăпа гербицид-пестицидсене, çĕнĕ вăрлăха пахалакан курава кăçал та, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Ял хуçалăхĕн Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн çĕрĕсем çинче йĕркелĕç. Пĕлтĕрхи курава çĕршыври 16 регионти 55 компани хăйĕн паха продукцине тăратнă пулнă. Кăçал та çак шутран кая мар пуласса шанаççĕ ведомство ĕçченĕсем.

28 Ака, 2022

Çăкăр пĕçерекенсене – пулăшу

Экономикăри çăмăл мар лару-тăрура çăкăр пĕçерекен предприятисем хаксене ÿстереççĕ. Çакăнтан сыхланса республика ертÿлĕхĕ предприятисене тĕрев пама йышăну тунă.

«Çăкăр тата шушкă-пĕремĕк туса кăларнишĕн – кашни тоннишĕн 2500 тенкĕ тÿлесшĕн, - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. – Пĕлтĕр 2000 тенкĕ тÿленĕ, ку тĕллевпе 29 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал çăкăр пĕçерекен предприятисене пулăшу кÿме 45 миллион тенкĕ пăхса хăварнă».

28 Ака, 2022

Электромобильсене валли - çĕнĕ станци

Шупашкарти «Амазони» паркра электромобильсене çутăпа тивĕçтерекен станци ĕçлеме пуçлĕ. Вăл машинăсен аккумуляторĕсене хăвăрттăн тултарса параканскер пулĕ.

28 Ака, 2022

Ача сачĕсене сыхлаççĕ

Ача сачĕсене сыхлас йĕркене çирĕплетеççĕ. Чĕмпĕр облаçĕнче пулса иртнĕ инкек ашшĕ-амăшне те, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене те, Правительство ĕçченĕсене те сисчĕвлентернĕ.

28 Ака, 2022

Порфирьевсем хисепе тивĕçнĕ

Вăрмар районĕнче пурнакан Порфирьевсем 6 ача çитĕнтереççĕ. Вĕсене çак кунсенче «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланă.

Олег Ивановичпа Анжелика Михайловна пурнăç сукмакне 21 çул пĕрле такăрлатаççĕ, халăха социаллă пулăшу парас ĕçре вăй хураççĕ. Районта та, ял-йышра та - хисепре. Сумлă мăшăр 6 ачана кун çути парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕ 18 çула çитнĕ, çар ретне хĕсмете тăнă.

Pages