Хăтлăх кĕртес ĕçе пурте хутшăнар

28 Ака, 2022

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче çĕршывра  хăтлăх кĕртмелли вырăнсене суйлас ĕç пуçланчĕ. Ентешĕмĕрсем те пĕрлĕхлĕ ĕçе хастар хутшăнаççĕ – 40 пине яхăн çын сасăлама ĕлкĕрнĕ.

Халăх йышлă çÿрекен вырăнсене «Хăтлă хула таврашĕ» федераци проекчĕ пулăшнипе çĕнетеççĕ. Çавăнпа та кашни çулах çынсен шухăшне пĕлес тесе сасăлав ирттереççĕ. 14 çула çитнĕ кашни çын хăйĕн шухăшне палăртма пултарать. Е gorodsreda.ru сайтра, е патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕнче сасăламалла. Хăвăр муниципалитетăра тупатăр та – хăтлăх кĕртме тесе суйлава тăратнă лаптăксенчен пĕриншĕн сасăламалла.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас