Комментари хушас

28 Ака, 2022

«Уй-хир кунне» йыхравлаççĕ

Ял хуçалăх министерстви «Уй-хир кунне» ирттерме хатĕрленет. Кăçалхи ĕç-пуç утă уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнче пулĕ.

Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене, хăватлă техникăпа гербицид-пестицидсене, çĕнĕ вăрлăха пахалакан курава кăçал та, йăлана кĕнĕ йĕркепе, Ял хуçалăхĕн Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн çĕрĕсем çинче йĕркелĕç. Пĕлтĕрхи курава çĕршыври 16 регионти 55 компани хăйĕн паха продукцине тăратнă пулнă. Кăçал та çак шутран кая мар пуласса шанаççĕ ведомство ĕçченĕсем.

Аграрисене валли курав кăна мар, тĕрлĕрен çавра сĕтел калаçусем, ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ. Чылай предприяти федераци компанийĕсемпе усăллă килĕшÿсем çирĕплетĕ.

www.hypar.ru