Çăкăр пĕçерекенсене – пулăшу
Экономикăри çăмăл мар лару-тăрура çăкăр пĕçерекен предприятисем хаксене ÿстереççĕ. Çакăнтан сыхланса республика ертÿлĕхĕ предприятисене тĕрев пама йышăну тунă.
«Çăкăр тата шушкă-пĕремĕк туса кăларнишĕн – кашни тоннишĕн 2500 тенкĕ тÿлесшĕн, - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. – Пĕлтĕр 2000 тенкĕ тÿленĕ, ку тĕллевпе 29 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал çăкăр пĕçерекен предприятисене пулăшу кÿме 45 миллион тенкĕ пăхса хăварнă».
Республикăра 68 предприяти çăкăр тата шушкă-пĕремĕк туса кăларать. Вĕсем пурте субсидие тивĕçейĕç. Чи кирли – вĕсен çăкăр хакне ÿстермелле мар.