Новости по теме

25 Ака, 2022

Геральдика эрни пырать

Чăваш Республикин патшалăх символĕсене çирĕплетнĕренпе 30 çул çитнĕ май Наци библиотекинче Геральдика эрни иртет.

Мероприяти Патшалăх символĕсен залĕнче пулать. Унта республикăн ялавĕ, гербĕ тата гимнĕ мĕнле пулса кайнипе тата мĕне пĕлтернипе паллаштаракан курав та йĕркеленĕ. Пĕлĕве çирĕплетме видеофильм, иллюстрациллĕ кăларăмсем, викторинăсем, тупмалли юмахсем пулăшĕç. Геральдика эрни ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕçленĕ. Ушкăнпа пырас текенсен маларах çырăнмалла.

25 Ака, 2022

Кокель куравĕ уçăлнă

Çĕре яхăн ĕç вырăн тупнă Анатолий Кокель ӳнерçĕн Шупашкарта йĕркеленĕ куравĕнче.

«Пурнăç урапи» — çапла ят панă ăна. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Анатолий Кокелĕн пейзажĕсене, натюрморчĕсене, графикине тата портречĕсене курса хаклама пулать. Çак ĕçсене 30 çул хатĕрленĕ. Ӳнерçĕ палăртнă тăрăх, живопиçе вăл студент çулĕсенче хаклама пуçланă. Ун чухне Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче ачасен портречĕсен серине хатĕрленĕ.

25 Ака, 2022

Йывăçпа тĕллевлĕ усă курмалла!

Хăйсем валли йывăç касса хатĕрлекенсен ăна тепĕр çынна пама юрамасть. Кун пирки Вăрман кодексĕнче палăртса хăварнă.

Çакнашкал йывăçпа усă курасси тĕллевлĕ шутланать. Анчах, шел те, саккуна пăсса çакнашкал мелпе укçа ĕçлесе илес текенсем пур. Хăйсене уйăрса панă йывăçсене вĕсем сутма пăхаççĕ. Кун пек хăтланнăшăн штраф тӳлеме тивĕ. Ку вара малтанласа йывăç туяннинчен 9 хут хаклăрах.

www.hypar.ru

25 Ака, 2022

Чӑваш ачисем республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗҫ

"Хыпар" Издательство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Тантăш» хаçат корреспонденчĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конферецийĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Халиччен республикӑра кун пекки пулманччӗ.

Ачасем кăсăклă та хăйне евĕрлĕ ыйтусем хатĕрлесе килнĕ. Юнкорсем — кĕçĕн классенчен пуçласа аслă классем таранах. Чи кӗҫӗнни - 7 ҫулта. Ҫамрӑк корреспондентсен хушшинче чӑвашла тумланса килнисене те курма ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ.

25 Ака, 2022

ГТО спортпа туслаштарать

Республикăра пурăнакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе хастар. Кун пирки спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура каласа савăнтарчĕ. Юлашки çичĕ çулта çĕршывра çак нормативсене 15 миллион çын парăнтарнă. Чăваш Ен кăтартăвĕсем те сумлă. Пĕлтĕр регионта çулталăк тăршшĕпе ГТО нормативĕсене 11,5 пине яхăн çын пурнăçланă, 2022 çулта вара пĕрремĕш кварталтах — 13,2 пин ытла. Çавна май министр кăçал иртнĕ çулхи кăтартăва 4,5 хут пысăклатма май пуласса шанать.

25 Ака, 2022

Ĕç-пуçа тĕплĕ пăхса хакламалла

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура районсен центрĕсен комплекслă аталанăвĕн ыйтăвне тишкерчĕç — Хĕрлĕ Чутай тĕслĕхĕ çинче. Строительство министрĕ Павел Данилов каланă тăрăх, тĕллев — ялсенчи пурнăç условийĕсене те хулари пек тăвасси. Çак тĕллеве, Олег Николаев шучĕпе, комлекслă майпа аталантарса кăна пурнăçлама май пур. Вăл кашни райцентр лару-тăрăвне тĕплĕ тишкермеллине палăртрĕ. Çак тĕпчев пĕтĕмлетĕвне тишкерсе уçăмлă плансем хатĕрлемелле, вĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлеме пуçламалла.

Pages