Комментари хушас

25 Ака, 2022

Ял ипотекине льготăпа илме пулĕ

Ял хуçалăх банкĕн клиенчĕсем ялта пурăнмалли çурт туянма 3% ставкăпа кредит илме пултараççĕ.

Халĕ çак ипотекăпа уйрăм çурт çĕклеме е хула хĕрринче хатĕр çурт туянма çеç усă курма пулать. Уйрăм çынран çурт туянас тесен вăл 5 çултан маларах çĕкленĕскер пулмалла мар. Юридици сăпатĕнчен туяннă чухне вара 3 çултан ытларах пулмалла мар. Газификаци пĕлтерĕшлĕ мар. Яланхи регистраци пулмалла, ăна 3 уйăхра 1 хутчен çирĕплетмелле. Кредита 21-75 çулсенчи çынсене параççĕ. Чи пĕчĕк виçе — 100 пин тенкĕ, ăна 25 çулччен тӳлесе татма юрать.

www.hypar.ru

Рубрика: