Комментари хушас

25 Ака, 2022

ГТО спортпа туслаштарать

Республикăра пурăнакансем ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе хастар. Кун пирки спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура каласа савăнтарчĕ. Юлашки çичĕ çулта çĕршывра çак нормативсене 15 миллион çын парăнтарнă. Чăваш Ен кăтартăвĕсем те сумлă. Пĕлтĕр регионта çулталăк тăршшĕпе ГТО нормативĕсене 11,5 пине яхăн çын пурнăçланă, 2022 çулта вара пĕрремĕш кварталтах — 13,2 пин ытла. Çавна май министр кăçал иртнĕ çулхи кăтартăва 4,5 хут пысăклатма май пуласса шанать.

Лидерсем — Елчĕк, Тăвай, Красноармейски районĕсем. Аутсайдерсем — Çĕмĕрле, Вăрнар, Улатăр районĕсем. Вĕсен малтисем хыççăн туртăнмалла. Условисем пур: ГТО нормативĕсене пурнăçламашкăн республикăра пилĕк теçетке ытла площадка хатĕрленĕ — кашни муниципалитетрах пур, ку список тата анлăланĕ. ГТО, иккĕленмест министр, Президент палăртнă тĕллеве, халăхăн спортпа туслă йышне 70% çитерессине, пурнăçлама пулăшать. Чăваш Енре, сăмах май, çак кăтарту 50,2% шайне хăпарнă. «Пуçласа 50% шайĕнчи психологипе çыхăннă чикĕ урлă каçрăмăр», — çирĕплетрĕ Василий Владимирович.

Канашлу ĕçлев министрĕ Алена Елизарова 8-17 çулсенчи ачасемшĕн тӳлев пама пуçласси çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Çемьесем çак укçана çын пуçне тивекен тупăш виçине, пурлăхпа çыхăннă лару-тăрăва кура илĕç. Прогноз тăрăх, асăннă çулсенчи ачасен 40% тӳлеве тивĕçмелле — пĕтĕмпе 54 пин ача патнелле. Çакăн валли кăçал 4 миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ. Укçана ака уйăхĕшĕн те парĕç, анчах заявкăсене çу уйăхĕнчен пуçласа йышăнма пуçлĕç. Çавна май пĕрремĕш тӳлев харăсах икĕ уйăхшăн пулĕ — ака тата çу уйăхĕсемшĕн.

www.hypar.ru