Новости по теме

16 Çу, 2022

Экономика ӳсĕмлĕ аталанать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлăва ирттерчĕ.

Ларура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-ака уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тата çак тапхăрта республика бюджетне пурнăçланине тишкерчĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, тăватă уйăхра экономикăн пур отраслĕнче те ӳсĕм палăрать. Уйрăмах строительствăра кăтартусем пысăк.

14 Çу, 2022

ЧПУ студенчĕсем ҫӗнтернӗ

Чăваш Ен команди Раççейри чирлидинг ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ. Студенсен хушшинчи чир-спорт тупăшăвĕ Мускавра иртнĕ. Çĕршыври 16 регионтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра вĕренекен çамрăксем те хутшăннă.

Ăмăрту кăтартăвĕсене шута илсе «ROWER» команда членĕсем "спорт мастерĕн кандидачĕ» разряда тивĕçнĕ.

Елена ЛУКИНА.

www.hypar.ru Cap.ru cӑн ӳкерчĕкӗсем 

14 Çу, 2022

Ачасене ҫемье парнеленисене форум пуҫтарчӗ

«Тĕрлĕ лару-тăрăва пула йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасене кил ăшши, юрату парнеленĕ ырă, ăшă кăмăллă çынсем пуçтарăннă кунта. Чуна пырса тивекен, çав вăхăтрах пуласлăхшăн пĕлтерĕшĕ вырăн йышăнакан ыйтусенчен пĕри ку. Çĕршыври çавăн пек ачасене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Паянхи кун вĕсен йышĕ чакни аван. Мĕншĕн тесен патшалăх ачасене пулăшни — çакăн кăтартăвĕ.

13 Çу, 2022

Влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелет

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР влаç органĕсен порталне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа «Шупашкар-Арена» пăр керменте стратегиллĕ сесси иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ, Федераци канашĕн сенаторĕ Николай Федоров, ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина хутшăнчĕç.

12 Çу, 2022

Фольклориадăна 1100 ача хутшăнĕ

Хăçан тата ăçта-и? Çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш фольклориадăра. Халиччен пулманччĕ-ха унашкал мероприяти пирĕн çĕршывра.

Пĕтĕм тĕнчери вара иртнĕ çул Пушкăртстанра иртнĕ. Унта 40 патшалăхри ача хутшăннă. Çак пулăм Раççейри ачасемпе фольклор енĕпе ĕçлекенсене те шухăша янă: мĕншĕн хамăрăнне йĕркелес мар?

11 Çу, 2022

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян Хусанта Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пулнӑ

Кӳршӗ регионӗсен ертӳçисем малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнипе пӗрлех хӳтĕлев чиккисене тӑвакансен паттăрлӑхне халалланӑ наукӑпа практика конференцине тата патриотизм марафонне пӗтӗмлетнӗ.
Рустам Нургалиевич Олег Алексеевича Тутарстанта ирттерекен «Kazan Summit» саммита тата чӑвашсен «Уявне» йыхравланӑ. Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ хаваспах килӗшнӗ.

www.hypar.ru Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗ

9 Çу, 2022

"Вилӗмсӗр полк" ӗҫ-пуҫне Шупашкарта 28 пин ытла ҫын хутшăннӑ

«Вилӗмсӗр полк» общество акцине Шупашкар кӑҫал 8-мӗш хут хутшӑнчӗ.

Хула ҫыннисем паян урам тӑрӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ е унтан таврӑнса мирлӗ вӑхӑтра ҫӗре кӗнӗ ҫывӑх ҫыннисен сӑн ӳкерчӗкӗсене йӑтса утрӗҫ. Ҫакӑнпа вӗсем хӑйсене телейлӗ пурнӑҫ парнеленӗ тӑванӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине кӑтартса пачӗҫ.
«Вилӗмсӗр полк» акцие Шупашкарта 28 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Pages