Влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелет

13 Çу, 2022

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР влаç органĕсен порталне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа «Шупашкар-Арена» пăр керменте стратегиллĕ сесси иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ, Федераци канашĕн сенаторĕ Николай Федоров, ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, çĕнĕ технологисемпе социаллă сетьсем аталанса пынă тапхăрта та порталăн пĕлтерĕшĕ çухалмасть. «Вăл — министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăн, район-хула администрацийĕсен, патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлне кăтартакан тата влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелекен çăлкуç. Унăн пĕлтерĕшĕ хальхи саманара, информатизаци тапхăрĕнче, уйрăмах анлăланса пырать. Пирĕн республика ку енĕпе Топ-10 йышне кĕрет. Уйрăмах спорта информатизацилес тĕлĕшпе пысăк çитĕнӳсем турăмăр. 25 çулта портал, паллах, чылай улшăннă. Паянхи специалистсен пуçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ, вĕсем аталанмалли çĕнĕ майсем туса параççĕ», — терĕ регион ертӳçи.

Николай Федоров каланă тăрăх, 2000 çулсенче Чăваш Ен ытти регионшăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. «Информаци технологийĕсене аталантарас енĕпе сахал мар ĕç турăмăр. Тĕслĕх библиотекăсене интернетпа тивĕçтертĕмĕр, больницăсене телемедицина консультацийĕн ĕçне йĕркелесе ятăмăр… Ун чухне кӳршĕ регионсенче те интернет ресурссем вăй илейменччĕ. Астăватăп, Чулхулара Раççей шайĕнчи канашлу иртрĕ, анчах çĕршыв ертӳçисене пухнă залра вай-фай та ĕçлеместчĕ», — терĕ Николай Васильевич.

Кристина Майнина www.cap.ru порталпа усă куракансен хушшинче ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Ыйтса пĕлнисенчен 64 проценчĕ сайтпа кашни кун усă кураççĕ, 19 проценчĕ эрнере темиçе хут кăна кĕрет-мĕн. Ыйтăма хутшăннисен 42 проценчĕ портал урлă республика пурнăçĕпе паллашать, 40 проценчĕ тĕрлĕ информаци шырать. Чылайăшĕ унти хыпарсем тĕрĕс те шанчăклă тесе шухăшлать, кирлине хăвăрт тупать, анчах унпа усă курма йывăр пулнине палăртакан та пулнă. Портал дизайнĕ те ытларахăшне /66 процент/ килĕшет, хăшĕ-пĕри ăна çĕнетмеллине каланă. «Хăвăр шухăша порталта пĕлтерес килет-и?» — тесе ыйтсан çынсенчен ытларах пайĕ хирĕçленĕ.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Комментари хушас