Комментари хушас

13 Çу, 2022

Экономикăна пулăшмалли майсем пур

Паян Чăваш Республикин экономикине санкцисен вăхăтĕнче пулăшас енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвĕ иртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Штаб президиумĕ ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче хушса хăварнисене пурнăçлани пирки отчет турĕ. Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, Правительство санкцисем чăрмав кӳнĕ тапхăрта экономикăн çирĕплĕхне сыхласа хăварас тата граждансене тĕрев парас тĕллевпе пулăшу мерисен ултă пуххине хатĕрленĕ. Çак мерăсем, тĕпрен илсен, экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ предприятисене, пĕчĕк тата вăтам бизнеса субсидисем, çăмăллăхлă кредитсем парассипе, кредит каникулĕсемпе, налук çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вăл е ку отрасльти çивĕч ыйтусене вăхăтра асăрхаса тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине, пулăшу мерисемпе усă курассине хăвăртлатмаллине палăртрĕ.

www.hypar.ru